Ноябрĕн 3-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕç. Вĕсем «Слава картофелю» агрофирмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса Йăлмахва ялĕнче вырнаçнă çĕрулмине микроклоналлă мелпе йышлантаракан лабораторие тата асăннă майпа аталантарса çĕрулми вăрлăхĕ çитĕнтерекен теплицăра пулса курчĕç.
Лабораторие пырса кĕрсенех кунти тасалăх куç умне тухать. Кашни ĕçлекен ĕçе пырсанах çăвăнать, тумне улăштарать, дезинфекци тăвать иккен. Çакă миниÿсентăрансемпе ĕçленĕ чухне таврара стериллĕ условисем пулмаллипе çыхăннă. Унсăрăн ÿсентăрансене сиенлетме пулать.
«Лаборатори темиçе пайран тăрать. Ятарлă пÿлĕмре пробиркăсене çăваççĕ, темиçе хутчен те чÿхеççĕ, 180—200 градус таран вĕрилентерекен автоклавра 2 сехет тытса стерилизацилеççĕ. Кайран пробиркăсен ăшне желе евĕрлĕ хутăш хураççĕ. Çавăн çинче миниÿсентăрансем çитĕнеççĕ те ĕнтĕ. Пробиркăсене штативсем çине вырнаçтарса тепĕр пÿлĕме куçараççĕ. Тепĕр 30—35 кунран пробиркăсенчи ÿсентăрансене кăларса сапанлаççĕ /черенковани/. Çак ĕçе ятарлă ламинар боксĕнче пурнăçлаççĕ. Унта уйрăмах стериллĕ условисем пулмалла. Ятарлă системăсем çак пÿлĕмри микроклимата пĕр шайра тытса пыраççĕ, кирлĕ пек сывлăш çаврăнăшне йĕркелеççĕ. Сапанланă хыççăн миниÿсентăрансене уйрăм пробиркăсем çине лартса тухса фитотрона куçараççĕ. Ятарлă системăсем кунта кăнтăрла 20 градус, çĕрле 18 градус температура тытса пыраççĕ. Вĕсене лайăх çитĕнме 16 сехет çутă, 8 сехет тĕттĕм вăхăт кирлĕ. Пирĕн çутă кун чухне — ÿсентăрансене тĕттĕм вăхăт, пирĕн каç чухне — ÿсентăрансене çутă кун йĕркелесе парсан аванрах. Çакă фитотрона сивĕтмелли энергие перекетлеме пулăшать. Лаборатори ĕçĕ урамри çанталăкран килмест, кунта хăйне евĕр тĕнче», — паллаштарчĕ ĕç- хĕлпе агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Идиатуллин.
Хăйне евĕр «тĕнчере» çитĕнтернĕ çĕрулмин миниÿсентăранĕсене кăçал июль уйăхĕнче ятарлă теплицăсене лартнă. Теплицăсенче ятарлă микроклимата тытса пыракан автоматизациленĕ тытăмсем ĕçлеççĕ. Çапла вара кирлĕ пек температура, нÿрĕк хăйсемех йĕркеленсе пыраççĕ. Шăрăхра карăсем хăйсем тĕллĕнех хупăннă, пăспа сивĕ- текен тата çумăр пек сирпĕтекен ятарлă тытăм ĕçленĕ. Çавăн пекех ÿсентăрансем çитĕнекен савăтсене вăхăтран вăхăт кирлĕ япаласемпе пуянлатнă тутлăхлă хутăш пырса тăнă. Çĕрулмисем аван çитĕннĕ. Паян агрофирмăра калчаран çитĕннĕ çĕрулмин пĕрремĕш тухăçне пуçтараççĕ. Сумлă хăнасем шăпах çак ĕçпе паллашрĕç. «Лабораторире хамăр çĕршыври «Гулливер», «Метеор», «Самба» сортсем тата ют çĕршывран илсе килнĕ «Ред Скарлетт», «Ривьера» сортсем çитĕнтернĕ. Тухăç аван, пĕр тĕмрен вăтамран 6—7 çĕрулми вăрлăхĕ илтĕмĕр. Апла пулин те тата пысăкрах тухăç илессе шаннăччĕ. Пирĕн тĕллев малалла аталанасси, пĕлĕве ÿстересси, чи паха çĕрулми вăрлăхĕ çитĕнтересси», — палăртрĕ агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин.
«Эпир паян агрофирмăра лаборатори условийĕсенче çитĕнтернĕ çĕрулми калчин пĕрремĕш вăрлăхне пуçтарса илнине куртăмăр. Вăрлăха ĕçе кĕртиччен вăл тата темиçе тапхăр витĕр тухмалла-ха. Апла пулин те вăрлăх пуçтарса илме пултарниех аван пулăм. Отрасль пĕр вырăнта тăмасть, аталанать», — палăртса хă-варчĕ Олег Николаев теплицăра пулса курнă май.
Çак кунах республикăри çĕрулми туса илекен пысăк предприятисен ертÿçисен канашлăвĕ те иртрĕ. Чăваш Енре «иккĕмĕш çăкăр» туса илессине еплерех йĕркелени çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçaлăx министрĕ Cергей Артамонов пĕлтерчĕ.
«Слава картофелю» агрофирмăн ĕçĕ-хĕлĕпе Хасиятулла Идиатуллин гeнеральнăй директор паллаштарчĕ. Канашлăва хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса çĕрулми производствин пуласлăxĕ пирки иккĕленменнине пĕлтерчĕç. Çавна май вĕсене патшалăх тĕрлĕ майпа пулăшни те ĕçре пысăк витĕм кÿнине асăнса хăварчĕç вĕсем. Унпа пĕрлех малашнехи тĕллевсене пурнăçа кĕртме, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма республикăра ятарлă выставка центрĕ тă- вас тата ял хуçалăх продукцине вырăнтах ĕçе кĕртес ыйтăва çĕклерĕç. Сăмахран, çĕрулмипе чылай çул ĕçлекенсем асăннă продукцие çуса тасатса сутлăха ярас тĕллевлĕ. Çавăн пекех Куславккаран, Патăрьел районĕнчен килсе çитнĕ ял хуçалăх ертÿçисем çĕрулми вăрлăхĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ.
Пĕрле пухăнса канашласассăн, паллах, вун-вун ыйтăва уçăмлатма пулать. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те кирлĕ, кам мĕнле ĕçлени те кăсăклă. Олег Николаев кашни ыйтăва шута илсе çитес вăхăтра вĕсене уçăмлатма шантарчĕ. Сăмахран, вăл республикăра ял хуçалăх продукцийĕ валли ятарлă выставка центрĕ уçассине те ырларĕ. Çавăн пекех вырăнти ял хуçалăх продукцине кунтах тирпейлессинче патшалăх енчен хушма пулăшу уйăрассине пăхса тухма каларĕ. Хальлĕхе вара палăртса хăварни вырăнлă пулĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейлеме республикăн бюджет проек- тĕнче 120 миллион тенкĕ пăхса хăварнă та.
А.ЕФРЕМОВА.