Александр Осипов ĕçе пикенчĕ

Александр Осипов ĕçе пикенчĕ

Республикăра районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлас ĕç пырать. Ноябрĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ун вăхăтĕнче шăпах район администрацийĕн тилхепине кама шанса памаллине палăртрĕç.
Ларăва район пуçлăхĕ Ремис Мансуров ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхне палăртассипе ирттернĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе комисси председателĕ — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов паллаштарчĕ. Александр Осипов тата Дмитрий Галкин кандидатсем депутатсем умĕнче тухса калаçрĕç, хăйсен ĕç программипе кĕскен паллаштарчĕç. Çакăн хыççăн депутатсем уçă сасăлавра хăйсен шухăшне палăртрĕç. Халăх суйланă депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Александр Осипова шанчĕç, шăпах вăл район пуçлăхĕпе Ремис Мансуровпа район депутачĕсен 7-мĕш созыври Пухăвĕ ĕçлекен тапхăр вĕçлениччен çак должноçра вăй хума контракта алă пусрĕ.
«Пирĕн умра тĕллев — района аталантарасси, пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Тумалли ĕçсем нумай, пĕрле килĕштерсе вăй хурса çак тĕллеве пурнăçа кĕртсе пырасса шанатăп», — пĕлтерчĕ Александр Николаевич.
Малалла халăх суйлавçисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *