Пятница, 19 апреля

Александра — çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Çак кунсенче халăхсем хушшинчи «Артек» ача-пăча центрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурсăн финалĕ иртнĕ.
Конкурсра пурĕ 1200 шкул ачи, çав шутра 7-шĕ Чăваш Республикинчен, финалистсен шутне кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Александра Салмина та финала хутшăнса çĕнтернĕ.
Александра 2017 çултанпа «Çĕнĕ ăру» волонтерсен отрядĕнче. Вăл ыр кăмăллăх акцийĕсене активлăн хутшăнать, чунĕ ыйтнипе ырă ĕçсем тăвать. Пултаруллă çамрăка çĕнтерÿпе саламлатпăр!
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *