Понедельник, 7 октября

Вула ача, ăслă пулăн!

Вула ача, ăслă пулăн!

«Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ». Ахальтен мар ĕнтĕ каланă çак сăмахсене Петĕр Хусанкай. Чăннипех те, кĕнекесĕр пĕлÿ илме май çук. Мĕнле вăйлă технологисен вăхăтĕнче те кĕнеке хăйĕн ятне-сумне çухатмасть. Кĕнекене алăран вĕçертмен çын ăс-тăнран пуян та çирĕп пулать.
Вулаканăм, эсĕ тĕпренчĕкне кĕнеке юратма вĕрентетĕн-и? Каннă вăхăтра юмах тĕнчине путатăр-и; Е аллунта телефон тытса çывăрса каятăн? Апла-и, капла-и, кĕнеке патне вара сукмак хывасах пулать. Мĕншĕн тесен кĕнеке — этемĕн чи хаклă пуянлăхĕ.
20—30 çул каялла кăна çынсем кĕнеке вулассишĕн çунатчĕç. Пĕр-пĕр интереслĕ кĕнеке пулсан вара алран-алла кайнă. Кĕнекери пулăма пĕр-пĕринпе сÿтсе явнă, калаçнă. Кĕнеке пĕр-пĕринпе пĕрлештернĕ, туслăха çирĕплетнĕ. Самана улшăнса пынă май, çын шухăш-кăмăлĕ те улшăна пуçларĕ. Кĕнекепе çыхăну çухалчĕ. Алăра телефон пурри те çыхăну çиппине татрĕ пулас. Библиотекăсенче çĕнĕ кĕнекесем мĕскĕннĕн тусан пуçтарса выртаççĕ, вулакан çуккишĕн «тунсăхлаççĕ». Çын кĕнеке вуласа кăна шухăшлав тытăмне аталантарать. Енчен те кĕнеке тытмасан, алăра телефонсем кăна пулсан, çын пачах та шухăшлама пăрахать. Уйрăмах ку ачасене сиен кÿрет. Ача аталанмасть, илемлĕ те пĕлÿллĕ калаçма та ăна йывăр пулать. Мĕншĕн тесен унра сăмахсен пуххи çук. Сăмах енчен чухăн пулать. Кĕнеке вулакан çынпа вара пачах урăхла. Унпа питĕ хĕрÿ тавлашăва кĕрсе кайма май çук. Мĕншĕн тесессĕн вăл нумай пĕлет. Çырас енĕпе те пĕлÿллĕ пулать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Чун юратнă пепкĕрсене кĕнеке юратма вĕрентĕр. Пĕрле вулавăш çуртне çÿреме тăрăшăр. Ачасем пирĕн ĕçе пăхса тивĕçлĕ воспитани илеççĕ. Каланипе кăна илттерме май çук. Ачасем ытларах çуллахи каникулта çеç кĕнеке вулаççĕ, теприсем питех вулама юратмаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара — кĕнекене чунтан юратнине шанас килет. Ĕлĕк кĕнекесене йывăрпа тупса вуланă пулсан, халĕ вĕр çĕнĕ кĕнекесем тусан пусса выртаççĕ. Айăпĕ камра? Тен, шырама та кирлĕ мар. Анчах та малалла канмалли кунсенче е ĕçрен таврăннă чухне вулавăш çуртне кĕрессе пĕтĕм чун-чĕрепе шанса тăратăп.
Н.ПАВЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *