Пятница, 26 апреля

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă

Тухтăр пулма кашни çынах пултараймасть. Çак профессире çитĕнÿсем тăвас тесен хăйне евĕр характер, тимлĕх, чăтăмлăх, лăпкăлăх, çынна ырă кÿрес тени, çав вăхăтрах çирĕплĕх, хăвăрт йышăнусем тума пултарни, пысăк яваплăх туйăмĕ кирлĕ. Тухтăрăн хăйĕн ĕçне чунне парса пурнăçламалла, профессин пысăк пĕлтерĕшне ăнланмалла, йывăрлăхсенчен хăрамалла мар.
Шăпах çак енсемпе палăрса тăрать Комсомольскинчи тĕп больницăри врач-кардиолог, тĕп врачăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ Инна Ефремова. Сăпайлă та ырă кăмăллă Инна Ивановна — тарăн пĕлÿллĕ тухтăр та, ăслă наставник те, больница ĕçченĕсемшĕн шанчăклă тус та.
Вăл 1993 çулта çак больницăра вăй хума пикеннĕ. Малтан реанимаци уйрăмĕнче, кайран поликлиникăра тăрăшнă. Çак хушăра районта пурăнакан пин-пин çынна пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех ун патне кÿршĕ районсенчен те пулăшу ыйтма сахал мар килеççĕ, врач-кардиолога чăн-чăн профессионал пулнăшăн, пулăшу кÿме яланах хатĕрришĕн хаклаççĕ.
2011—2012 çулсенче Инна Ивановна больницăн тĕп врачĕнче тăрăшнă, 2012 çултанпа вăл тĕп врачăн заместителĕнче ĕçлет. Çавăнпа та вăл пациентсене пулăшнипе çеç мар, пĕтĕм коллективри ыйтусене, йывăрлăхсене татса парать. Инна Ефремова ун патне пулăшу ыйтма килекене нихăçан та пулăшмасăр хăвармасть. «Коллектив — пĕрлĕхлĕ вăй. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хурсан çеç çитĕнÿсем пулаççĕ», — тет вăл.
Нумай çул хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Инна Ивановнăна РФ Сывлăх сыхлав министерствин Тав хучĕпе /2018 çул/, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотипе /2015 çул/, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Тав хучĕпе /2008 çул/, район тата больница администрацийĕсен Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Пысăк яваплă ĕçре тăрăшать пулсан та Инна Ефремова килти ĕçсем валли те яланах вăхăт тупать. Вăл — икĕ хĕрпе пĕр ывăлăн амăшĕ. Ачисем ăна куллен хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ, яланах пулăшма васкаççĕ.
Тĕп больница коллективĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *