Улталанакансем йышлă

Улталанакансем йышлă

Хальхи вăхăтра телефонпа шăнкăравласа шăнман пăр çине лартса ярас текенсем питĕ йышланса кайрĕç. Ултавçăсен серепине çакланнă тĕслĕхсем республикăра час-часах пулаççĕ. Акă, çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм та ултавçăсенчен шар курнă. Унăн телефонĕ çине вăл кредит илни çинчен калакан СМС-çыру килнĕ. Хыççăнах пĕр çын шăнкăравласа хăйĕнпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă, мĕн валли кредит илнипе интересленнĕ. Хĕрарăм хăй кредит илменни çинчен пĕлтерсен шăнкăравлакан ку ĕçе интернет-мошенниксем тума пултарни çинчен каланă, укçана каялла тавăрса пама ыйтнă. Аферист çывăхри банкомат патне пырса вăл мĕн каласа пынине тума ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла хĕрарăм банкомат урлă 2 миллиона яхăн кредит илсе укçана тĕрлĕрен 6 банк счечĕ çине куçарса панă.
Ултавçă кунпа çеç çырлахман, тепĕр хут шăнкăравласа хĕрарăмăн урăх банк картти çинчи укçине «хăрушлăхсăр» счет çине куçарма сĕннĕ. Çапла тата 62 пин тенке йăкăртнă. Хăйне чике тăршшĕ лартнине ăнлансан хĕрарăм полици уйрăмне пынă.
Шел пулин те, юлашки вăхăтра çакăн евĕр тĕслĕхсем тата та пулнă. Нумаях пулмасть çеç Çĕрпÿри полици уйрăмне 36-ри арçын пынă. Вăл суя банк ĕçченне 720 пин тенкĕ куçарса панă.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *