Понедельник, 14 октября

Библиотека патриотла воспитани парать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекинче çитĕнекен ăрăвăн гражданла тата патриотла воспитанийĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Патриотла воспитани яланах шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă, мĕншĕн тесен шăпах шкул ÿсĕмĕнче Тăван çĕршыва юратма, хаклама вĕрентме тăрăшмалла.
Çак тĕллевпе 2017 çулта шкулта «Патшалăх çар служби» çул-йĕрпе пĕлÿ паракан пĕрремĕш кадет класĕ уçнă. Малалла вара кашни çул кадет класĕсен шучĕ нумайланнă. Хушма вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн те çак енĕпе кружоксем ĕçлеççĕ. Кадетсем муниципалитет, республика шайĕнчи ăмăртусене, конкурссене, смотрсене активлăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Библиотекăра шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас тĕллевпе нумай мероприяти иртет. Çав шутра тематикăлла калаçусем, астăвăм, хăюлăх урокĕсем, çар мухтавĕн сехечĕсем, фронтовиксемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕлпулусем… Хăнасем паттăрлăх, хăюлăх çинчен ачасене каласа параççĕ. Пирĕн библиотекăра «Пионер-геройсем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче», «Аслă вăрçăн аслă çапăçăвĕ» астăвăм урокĕсем, «Тăван çĕршывăн геройĕсем», А.В.Суворов çуралнăранпа 290 çул çитнине халалласа «Парăнусене пĕлмен герой» хăюлăх урокĕсем, «Иртнĕ вăхăтсен геройĕсене чысласа» патриот сехечĕ, «Раççейĕн аслă полководецĕсем» интеллектуаллă вăйă-викторина, блокадăри Ленинграда халалланă «Пулнă хула-фронт, пулнă блокада» историлле видеоэкскурси йĕркелерĕмĕр, «Дитя блокады», «Мама, я жив» фильмсене курса ачасемпе пĕрле сÿтсе яврăмăр. Кадетсем хушшинче «Çар техникине пĕлекенсем» вăйă-викторина иртрĕ. Шкул сайтĕнче районта çуралса ÿснĕ Аслă Отечественнăй вăрçă геройĕсем çинчен слайд-презентаци вырнаçтартăмăр. 6-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсем «вăрçă ачисемпе» тĕлпулăва хутшăнчĕç, шахмат турнирĕнче те тупăшрĕç.
Библиотекăра вăрçă темиллĕ илемлĕ литература нумай. Çак тема вырăс литературинче яланах пысăк вырăн йышăннă, вулакансене ырăпа усала уйăрма вĕрентнĕ. Çак кĕнекесенчен историри паллă кунсене, паллă пулăмсене халалласа кĕнеке куравĕсем час-часах хатĕрлетĕп, çав шутра: Тăван çĕршывăн геройĕсен кунне, А.В.Суворовăн юбилейне, Александр Невские, Асăнупа мухтав çулталăкне, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă куравсем. Шкулăн сайтĕнче ачасем валли вăрçă темиллĕ кĕнекесен виртуаллă куравĕсем пур. Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа библиотекăра тематикăлла кĕтес йĕркеленĕ. Унта вăрçă çинчен çырнă кĕнекесемпе, тĕрлĕ плакатсемпе, буклетсемпе, рефератсемпе паллашма, районтан, республикăран тухнă Совет Союзĕн Геройĕсем, комсомолецсен мухтавлă ĕçĕсем, герой-хуласем тата мухтавлă полководецсем çинчен пĕлме пулать.
Кашни çулах шкул библиотекинче «Вăрçă çинчен кĕнеке вула» акци иртет. Ун вăхăтĕнче библиотекарь В.Астафьевăн, Ю.Бондаревăн, В.Быковăн, К.Воробьевăн, Б.Васильевăн, К.Симоновăн, А.Ивановăн, П.Проскуринăн, Г.Баклановăн, А.Адамовичăн, В.Пикулĕн, В.Богомоловăн, В.Кондратьевăн хайлавĕсене сĕнет.
Хушма вĕренÿ программипе килĕ- шÿллĕн шкул библиотекарĕ 5-мĕш класра ăс пухакан кадетсемпе «Пирĕн Тăван çĕршывăн истори страницисем» кружок йĕркеленĕ. Занятисем вăхă- тĕнче ачасем Раççей историйĕн паллă пулăмĕсем, полководецсем çинчен тĕплĕнрех пĕлеççĕ, слайд-презентацисем, историлле фильмсем кураççĕ, викторинăсемпе конкурссене хутшăнаççĕ.
Пирĕн библиотека республика тата Раççей шайĕнче иртнĕ çарпа патриот конурсĕсенче те мала тухма пултарнă. Çав шутра «Манăн ен — манăн Раççей», «Тăван çĕршыв пирĕн пĕрре», «Пурнăçра яланах паттăрлăх валли вырăн пур», «Тавтапуç сана, салтак!» конкурссем.
Юлашкинчен çакна калас килет: шкул библиотекисем воспитанире, ачасен пĕлĕвне анлăлатассинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Библиотекарьсем тăрăшнипе ачасем нумай вулама хăнăхаççĕ, кĕнекене юратма пуçлаççĕ. Кĕнеке вулани урлă вара ачасене тăван халăхăн историйĕпе паллаштарма, патриотлăх туйăмне аталантарма пулать.
Е.САВЕЛЬЕВА,
Комсомольски  2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *