Суббота, Октябрь 31

Палăксене тирпейлени – паттăрсене манманни

Палăксене тирпейлени – паттăрсене манманни

Çулсерен шкул ачисем ялсенче палăксен таврашĕсене тирпейлесе тăраççĕ. Кăçал усал вируса пула халăхпа кар тăрса ку ĕçе тума май пулмарĕ. Апла пулин те çĕршыва хÿтĕлесе пурнăçне шеллемен салтаксене эпир асрах тытатпăр. Çĕнтерÿ палăкĕ умне те тирпейлесе тăма тăрăшатпăр.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем кăçал та асăну вырăнне темиçе хутчен те пухăнчĕç. Ултă-çичĕ ача та тăваять иккен ку ĕçе, халăхпа пухăнмасăрах. Халĕ те ак палăк таврашне çум-курăкран тасатрăмăр. Чечексем лартса хăвартăмăр. Иртен-çÿрен вăй сунса хăварни те хавхалантарчĕ пире. Хăш-пĕри тата ыйту паракан та тупăнчĕ. «Кам хушрĕ сире кунта ĕçлеме?» — тесе ыйтсан, эпир малтан ним хуравлама пĕлмерĕмĕр. Ара, палăк умне тухса тирпейлеме, чечек ÿстерме /е асăнса хума/ кам хушасса кĕтмелле-ха? Ку палăка пирĕн мăн асатте-асаннесене, кукамай-кукаçисене асăнса лартнă, плита çине вĕсен ячĕсене çырса хунă. Апла пулсан ку — пирĕн тивĕç. Палăка ырă пуласлăха шанса хăйсене шеллемесĕр сывлăха пĕтернĕ, пуç хунă çынсене асăнса лартнă. Ун таврашĕ таса пулни — эпир паттăрсене манманни, вĕсене тав туни. Вĕсем мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене шеллемен пулсан, пирĕн мĕншĕн пĕрер сехет вăхăта е кăшт хускалмалăх вăя шеллесе тăмалла?
Н.БОРИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code