Суббота, 20 апреля

Çырав пуçланнă

Çырав пуçланнă

Октябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршыври аякри тата çитме йывăр вырăнсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланнă. Ăна ирттерме пулăшакансем Тыва республикинчи Бай-Тайга районĕнче, Томск облаçĕнче, Ямал-Ненец автономи округĕнче пурăнакансем патне çитнĕ. Çырава ирттерекенсем электрон планшетсемпе усă кураççĕ. Çапла майпа цифра технологийĕсем йывăр лару-тăрура мĕнле ĕçленине тĕрĕслеççĕ. Респондентсем каласа панине электрон мелпе çырса пыраççĕ, хут çинчи саппас çеç пулĕ. Çанталăк кĕтмен çĕртен япăхлансан вĕсем çине палăртĕç, кайран планшет çине куçарĕç. Çырав йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх, йывăрлăхсем пулмалла мар — планшет 30 градус сивве те чăтать. Çĕнĕ технологисем пулăшнипе анкетăсене хăвăртрах хатĕрлеме май пур.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *