Çак кунсенче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мафире Гимадиевна Тимаевăна 90 çул тултарнă ятпа саламласа Раççей Президентĕнчен В.В.Путинран çыру килчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.В. Краснов ячĕпе Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова юбиляр патне çитерчĕ. Вăл Мафире Гимадиевнăна саламласа çирĕп сывлăх, чунри лăпкăлăх, тăнăç пурнăç, çывăх çыннисен ăшшипе савăнса пурăнма сунчĕ.
Районти 1-мĕш суд участокĕн мировой судйи Альфия Волкова та юбиляра ăшшăн саламларĕ. «Эпир Мафире аппана лайăх енчен çеç пĕлетпĕр. Вăл тĕлĕнмелле ăшă чунлă, ырă кăмăллă çын. Районта пурăнакансем ăна чылайăшĕ паллаççĕ, хисеплеççĕ», — терĕ вăл.
Уява пуçтарăннă хăнасемпе чей ĕçнĕ май Мафире Гимадиевна хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. «Эпĕ ача чухне анне хĕрарăмсене киле намаз вулама пуçтаратчĕ. Манăн та намаз вулама вĕренес килетчĕ. Сехибжамал асанне тата кÿршĕри Бенет аппа мана çакна тума вĕрентрĕç. Халĕ те эпĕ кĕлĕ тума пикенсен чи малтанах вĕсене çакăншăн тав тăватăп», — уçрĕ чунне кинемей.
Амăшĕн çунатти айĕнче нумай пурăнма тÿр килмен Мафирене. Вăл пĕчĕклех çурма тăлăха юлнă. Пурăна-киле ашшĕ тепре авланнă. Çитĕнсен Мафире торф кăларма кайнă, çак ĕçре икĕ çул тар тăкнă. Яла таврăнсан вăл пулас мăшăрĕпе Шейхипе паллашнă. Çамрăксем çемье çавăрса Комсомольскинче тĕпленнĕ, умлăн-хыçлăн 3 ывăлпа 3 хĕре пурнăç парнеленĕ. Мафире аппа стройкăра, мăшăрĕ кочегарта ĕçленĕ.
Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн çĕршывра тĕне пăчлантарма тăрăшнине, чиркÿсемпе мечетьсене хупнине историрен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Темле йывăр вăхăтсенче те Мафире Тимаева кунне 5 хутчен намаз вулама манман. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çынсенчен вăрттăн хире тухса кĕлĕ тунă. Шăпах Мафире аппа пек çынсем пулнипе ĕнтĕ тĕн паянхи кунччен сыхланса юлма пултарнă. Çакăншăн тата пирĕн халăхăн йăли-йĕркисене упраса хăварма хал çитернишĕн эпир паян аслă ăру çыннисене тав тăватпăр.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.