Вăрман сыхлăхĕ çынсенечн килет

Вăрман сыхлăхĕ çынсенечн килет

Вăрман — пирĕн пуянлăх, çĕр ÿпки, канмалли вырăн. Вăл пире тата чĕрчунсене тăрантарать, çĕр çинчи пурнăçа хÿтĕлет. Çав вăхăтрах хăйне те пирĕн хÿтлĕх кирлĕ. Вăрмана пушартан сыхласси пирĕн тивĕç. Вăрманти пушарсем ухутана çÿремелли вырăнсене, юханшывсенчи шыв шайне чакараççĕ. Унсăр пуçне вут-çулăмра мĕн чухлĕ чĕрчун, кайăк-кĕшĕк вилет.
Ытларах чухне вăрманти пушарсем çынсен çăмăлттайлăхне пула алхасаççĕ. Вĕсенчен 90 проценчĕ пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснă тата вут-çулăмпа асăрхануллă пулман пирки тухаççĕ.
Аса илтеретпĕр, пушар хăрушсăрлăх правилисемпе килĕшÿллĕн лăсăллă çамрăк йывăçсен лаптăкĕсенче, торф шурлăхĕнче, вăрман каснă е типĕ курăклă вырăнсенче, йывăç айĕнче кăвайт чĕртме юрамасть. Ятарласа йĕркеленĕ кану вырăнĕсенче кăвайт чĕртсен те лайăх сÿнтермесĕр хăварни инкек патне илсе пырать. Пăрахса хăварнă сÿнтермен шăрпăк пĕрчи, пирус тĕпĕ, кĕленче /банкăсем, бутылкăсем/, çупа тата бензинпа, керосинпа е ытти çунакан япаласемпе касăхнă хут е пусма татăкĕсем, сÿс тата ытти çÿп-çап вăрманта хĕрлĕ автана алхасма майлă условисем туса параççĕ. Вăрманта пушар хăрушсăрлăх правилисене пăссассăн уйрăм граждансене — 4000 тенкĕ, должноçри çынсене — 25000 тенкĕрен пуçласа 40000 тенкĕ таран, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисене — 300000 тенкĕрен пуçласа 500000 тенкĕ таран штраф укçи тÿлеттереççĕ.
Вăрманта пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсакансене е вут-çулăм тухнине асăрхасан çийĕнчех ЧР Çутçанталăк министерствин «Шăмăршă лесничестви» бюджет учрежденине 8/83546/2-35-81, Чăваш Республикинчи вăрман хуçалăхĕн регионти диспетчер службине 8/8352/40-22-33, 8-953-014-67-55 е федераци вăрман хуралне 8-800-100-94-00 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Çутçанталăка сыхласси, вăрмана вут-çулăмран хÿтĕлесси — пирĕн тивĕç. Эпир сире вăрман пуянлăхĕпе перекетлĕ пулма, вăрманта пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма чĕнсе калатпăр.

А.ЦЫГАНОВ,
ЧР Çутçанталăк министерствин «Шăмăршă лесничестви» бюджет учрежденин
директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *