Понедельник, 14 октября

Вăхăта усăллă ирттеретпĕр

Вăхăта усăллă ирттеретпĕр

Хаваслă та шавлă çу кунĕсем хыçа юлчĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа ачасем парта хушшине ларчĕç. Умра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ.
Çак кунсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕр-и эсир Чăваш çĕршывне?» ятпа викторина иртрĕ. Чи малтанах ачасем «Чăваш Республики. Иртни. Хальхи. Пуласси» темăпа куçăмсăр майпа çул çÿреве тухрĕç. Ку, паллах, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă. Ачасем Чăваш Енре çуралса ÿснĕ паллă çынсемпе паллашрĕç, тĕп хуламăрти истори палăкĕсем патне куçăмсăр майпа çитсе курчĕç. Çул çÿрев вăхăтĕнче Чăваш çĕршывĕн историйĕпе, культурипе, литературипе паллашрĕç. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвĕсене пуянлатрĕç.
Викторина ыйтăвĕсем те тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: авалхи чăвашсен тĕнчи, вĕсен тумтирĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем, апат-çимĕçĕ тата ытти те. Ачасен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслемелĕх вăхăт çителĕклĕ пулчĕ.
Викторинăна пĕтĕмлетнĕ май çакна каласа хăвармалла. Хĕрÿ тупăшура çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме çăмăлах пулмарĕ, анчах арçын ачасем парăнма шутламарĕç. Пĕрремĕш вырăна Владимир Мартынов алăран вĕçертмерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Кирилл Кзыковпа Олег Тимофеев пайларĕç.
Мероприяти ачасене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем малалла та чăваш халăхĕн историйĕпе культурине хавхаланса вĕренме шантарчĕç. Ачасем Чăваш Республикинче çуралнишĕн савăннине, хăйсем чăваш пулнипе мухтаннине пытармарĕç.
И. КОКШИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *