Воскресенье, 5 мая

Саша, эсĕ яланах асра

2013 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче ирхине Анат Тимĕрчкасси ялне хăрушă хыпар вăратрĕ. Çурçĕр Кавказ регионĕнчи Сунжа районĕнче командировкăри полицин аслă сержанчĕ, полицейски-кинолог Александр Ильич Егоров тата унăн юлташĕсем вырнаçнă поста çур çĕр иртсе пĕр сехет çурăра террорист сĕмсĕррĕн пырса кĕнĕ. Унăн çулне постра дежурствăра тăракан Александр Егоров пÿлнĕ, ытти полици ĕçченĕсем канакан çурт тĕлне çитме чарнă. Террорист хăйĕн ĕçне пурнăçланă — машинине вырнаçтарнă сирпĕтмелли хатĕрсене ĕçе кĕртнĕ. Взрыв янăраса кайнă. Террорист хăй те сирпĕннĕ, тата икĕ чăваш каччин — Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ 23 çулхи Александр Егоровпа Шупашкар район каччин Леонид Пучковăн пурнăçĕсем вăхăтсăр татăлнă.
Çак хăрушă хыпар уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулчĕ. Мĕнле чăтрĕ-ши амăшĕн чĕри; Çутă ĕмĕтпе Саша командировкăран таврăнасса кĕтетчĕ, таврăнсан туй кĕрлеттерме ĕмĕтленетчĕ. Командировкăна каяс умĕн Саша амăшне, кÿршĕ-арша, тăванĕ- сене юратнă хĕрĕпе паллаштарнăччĕ. Пĕтĕмпех пĕр самантра татăлчĕ.
Унтанпа çичĕ çул та иртсе кайрĕ. Сашăн çутă сăнарĕ, унăн ырă та хаваслă кăмăлĕ пĕрре те асран тухмаççĕ. Саша вĕреннĕ Анат Тимĕрчкассинчи шкула унăн ятне пачĕç, шкул çурчĕ çине асăну хăми çакрĕç. Коридорта асăну кĕтесĕ те йĕркелерĕç. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пуçарнипе кашни çулах сентябрь уйăхĕнче шкулта унăн ячĕпе мини-футбол турнирĕ ирттереççĕ. Турнира таврари ялсен, районти полици уйрăмĕн, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи полици ĕçченĕ-сен футбол командисем хутшăнаççĕ. Çĕнтерÿ- çĕсене Александр Егоров полицин аслă сержанчĕ ячĕпе ăсталанă куçса çÿрекен кубока парса чыслаççĕ. Çавăн пекех унăн сăнĕпе тунă медальсемпе, грамотăсемпе наградăлаççĕ. Çак медальсене, грамотăсене, парнесене пĕтĕмпех Сашăн юлташĕ, унпа пĕр класра вĕреннĕ Эдик Иванов тутарать. Вăлах футбол командисене те пуçтарать.
Кăçал вара усал коронавирус чирне пула çак турнир иртеймерĕ пулин те, Сашăн ĕçтешĕсем, Шупашкар хулинчи полици ĕçченĕсем, Чечен Республикинче командировкăра пĕрле пулнă юлташĕсем килсе Егоров вĕреннĕ шкул çумĕнчи асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пĕр минут шăп тăрса Саша Егорова аса илчĕç. Унтан вĕсем юлташĕн вилтăприйĕ çинче те пулчĕç. Чылай тăчĕç унта вĕсем. Нумай-нумай ăшă сăмахсем илтрĕм эпĕ вĕсенчен Саша çинчен. Пурте ырăпа çеç аса илчĕç паттăра.
Вĕсем Сашăн амăшĕ патне кайса вăл мĕнле пурăннипе, унăн сывлăхĕпе интересленчĕç, мĕнле пулăшу кирлине ыйтса пĕлчĕç. Сăмах май каласан, Шупашкарти тата районти полици уйрăмĕсем Сашăн амăшне Нина Николаевна Егоровăна иртнĕ кĕркунне пусă чавтарса пачĕç.
Александр Егоровăн паттăрлăхĕ ялти çамрăксемшĕн, шкул ачисемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăрать, Тăван çĕршыва юратма, уншăн усăллă çынсем пулма вĕрентет, яланах лайăх вĕренме, паттăрла ĕçсем тума чĕ-нет.
Эпир сана нихăçан та манмастпăр, Саша!
И.ЛАСТОЧКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *