Воскресенье, 19 мая

Чиртен сыхланни сывлăха упрать

Чиртен сыхланни сывлăха упрать

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, çивĕч инфекци чирĕсемпе чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çавăнпа коронавирус теми уçах тăрать-ха.
Коронавирус Covid-19 — сывлăш урлă ерекен, кĕске вăхăтра вар-хырăмпа пыршăлăха, сывлав çулĕсене сиенлесе анлă пневмони патне илсе çитерекен хăрушă вируслă инфекци чирĕ. Вăл чирлĕ çынран çеç мар, чĕрчунсенчен те ерет.
Коронавирус никама та «тиркемест». Унпа пĕтĕм ÿсĕмри çынсем аптрама пултараççĕ. Уйрăмах иммунитет вăйсăрланнă, сахăр диабечĕпе, астмăпа чирлекен çынсем.
Коронавирус чирĕ мышцăсемпе шăмă сыпписем ыратнипе, час-час сунаслаттарнипе, шăнтнипе, пыра кăтăклантарнипе тата ыраттарнипе, сывлама йывăрланнипе, типĕ ÿслĕк нушалантарнипе палăрать.
Коронавирусăн инкубаци тапхăрĕ 10 кунтан пуçласа 14-16 кун таран пырать, чĕрчунтан ерсен — 21 кун. Çак вăхăтра чир симптомĕсем палăрмаççĕ пулсан та вăл ытти çынсене ерет.
Коронавирус пирвайхи тапхăрта çивĕч респиратор вирусĕ евĕр палăрать, анчах ÿт температури кунран-кун ÿсет, чирлекен хăйне япăхрах та япăхрах туять.
Чирлесен хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр, чир хăйне хăй иртессе те ан кĕтĕр. Тухса ан çÿрĕр, тухтăра киле чĕнĕр. Вăхăтра сипленсен чире 5—6 кунтанах «парăнтарма» пулать.
Пур чиртен те маларах сыхланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Регионта лару-тăру лăпкă пулсан та асăрхануллă пулмалли çинчен манас марччĕ. Хамăра чиртен сыхламалли профилактика мерисем çинчен пĕрре çеç мар хыпарланă пулсан та тепĕр хут аса илтеретпĕр. Алăсене час-час çума ÿркенмелле мар, çума май килмесен дезинфекци тумалли ятарлă япаласемпе усă курмалла. Магазинсенче, обществăлла вырăнсенче маскăсем тăхăнмалла. Сăмсана е çăвара алăпа перĕнме ан тăрăшăр. Тискер е килти чĕрчунсенчен инфекци ерме пултарасси çинчен асра тытăр. Ÿсĕрнĕ е сунасланă вăхăтра ятарлă салфеткăсемпе усă курăр. Хăвăрăн ĕç вырăнне, пĕрмай тытакан япаласене дезинфекци тумалли шĕвексемпе тасатсах тăрăр. Обществăлла вырăнсенче çынсемпе çывăх тăрса хутшăнма ан тăрăшăр. Пÿлĕме кунне темиçе хут уçăлтарни те вырăнлă. Ачасемпе гигиенăпа тасалăх темипе калаçусем ирттермелле, вĕсене пăхăннин пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантармалла.
Пĕтĕмĕшле илсен, влаç органĕсем коронавирусран сыхланмалли ĕçсене тĕрĕс йĕркелесен, граждансем карантин правилисене пăхăнсан, чирленисене вăхăтра сиплесен Covid-19 вирус пандеми пире пысăк сиен кăтартаймĕ.
С.ЕФИМОВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *