Манăн атте, Олег Николаевич Малышев, 1965 çулта Хырхĕрринче çуралса ÿснĕ. Халĕ çемйипе Кĕтне Пасарта пурăнать. Пирĕнтен аслăрах ăрури çамрăксем нумайăшĕ 14-15 çулсенчех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Атте те 14 çултанпах «Восток» колхозра ĕçлеме пикеннĕ.
1989 çулта çамрăк каччă Вăрман- хĕрри Чурачăк хĕрĕпе, Луиза Рубцовăпа, паллашса çемье çавăрнă. Аннепе иккĕшĕ вĕсем икĕ ачана — хĕрпе ывăла — кун çути парнелесе, ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пире, пепкисене, иксĕмĕре те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Манăн атте 2 мăнукне те чун ăшшине парать, вĕсене выляттарма кăмăллать, ĕçе хăнăхтарать. Пĕчĕк ачасем хăйсене юратнине, çыннăн кăмăлĕ мĕнлерех пулнине тÿрех туяççĕ. Манăн пепкемсемшĕн кукашшĕнчен лайăх çын тĕнчипе те çук.
Атте тăван колхозра нумай çул бригадирта, унтан ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра колхоз ферминче оператор-лаборант тивĕçĕсене пурнăçлать. Аттепе анне килти хуçалăхра та нумай выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Пур ĕçе те пĕр-пĕринпе канашласа, калаçса пурнăçлаççĕ.
Пушă вăхăт тупăнсанах атте вăрмана çырла-кăмпа пуçтарма е вăлта йăтса пулă тытма васкать. Унăн ÿркенсе ларма пĕр самант та çук. Вăл яланах хусканура, ĕçре.
Атте пире те, ачисене тата мăнукĕсене, хăйĕн пекех тÿрĕ чунпа пурăнма, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме, ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма вĕрентет.
Эпир тăвакан çитĕнÿсенче пуринче те аттен тÿпи пысăк, вăл пирĕн ăнăçусемшĕн яланах савăнать, ырă сĕнÿ-канашпа тата ĕçпе пулăшать.
Эпир пирĕн чи çывăх çыннăмăра, аттене, тав сăмахĕ калатпăр. Тата нумай-нумай çул çирĕп сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
Э.ТАРКИНА.