Воскресенье, 5 мая

Тухтăр яланах пулăшма хатĕр

Нумаях пулмасть район тĕп больницинче ĕçлекен аслă квалификаци категориллĕ акушер-гинеколог Анна Козлова хăйĕн ылтăн юбилейне паллă турĕ.
Анна Васильевнăн професси ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех акушерствăпа тата гинекологипе çыхăннă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ хыççăн вăл Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи участок больницинче акушер-гинекологра ĕçлеме пикеннĕ. 1997 çулта Комсомольскинчи тĕп больницăна куçнă.
Пирĕнтен кашниех çак çут тĕнчене килсен чи малтанах акушерăн савăнăçлă сăн-питне, ывăннă куçĕсене курать. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах кĕтнĕ пепке çут тĕнчене килсен мĕн тери савăннине сăмахпа калама та çук. Кунта вара шăпах акушер-гинеколог хĕрарăма пысăк пулăшу кÿрет, ача çуратма планланă вăхăтран пуçласа çăмăлланичченех вăл кашни хĕрарăма сăнаса, пулăшса тăрать.
Хĕрарăмсен консультацийĕн тухтăрĕн кабинетĕнчен халăх татăлма пĕлмест, пĕр чарăнми телефон шăнкăртатать, вĕçсĕр-хĕрсĕр хутсем, отчетсем… Хĕрарăмсен тухтăрĕ савăнăçа та, куççуле те куллен курать. Кун хыççăн кун çак ĕçре иртет, темĕнле çанталăкра та пулăшу пама хатĕр акушер-гинеколог.
Анна Васильевна çĕр варринче аптăраса ÿкнĕ хĕрарăмсем патне тухса кайнисене, пÿрт умĕнче васкавлă пулăшу машинине чăтăмсăррăн кĕтнисене час-часах аса илет. Çакăн пек çĕрсенче пепкен тата унăн амăшĕн пурнăçне çăлса хăварас тесе мĕн чухлĕ кĕрешмен-ши?!
«Медицинăра маларах планланă сюжет тăрăх ĕç-пуç аталанмасть çав. Тĕрĕс йышăну туса çынна пулăшу парса ĕлкĕрме, аптăранă çыннăн тăванĕсене лăплантарма шутлă минутсем çеç пулаççĕ. Иккĕленÿсене сирсе ĕçе йăлтах тĕрĕс те хăвăрт тума пултармалла», — пĕлтерет акушер-гинеколог.
Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тивĕçĕсене пурнăçланăшăн Анна Васильевнăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотипе /2011 çул/, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин Тав хучĕпе /2017 çул/, район тата больница администрацийĕсен наградисемпе чысланă.
25 çул районти тĕп больницăра тăрăшса Анна Козлова пĕрле ĕçлекенсем, пациентсем хушшинче пысăк хисепе тивĕçнĕ. Вĕсем Анна Васильевна ырă кăмăллă, яланах пулăшма хатĕр, ĕçе малти вырăна хуракан çын пулнине уйрăмах хаклаççĕ.
Комсомольски тĕп больница коллективĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *