Четверг, 25 апреля

Пултаруллă вĕренекен

Пултаруллă вĕренекен

Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чулхулара Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурсăн çурма финалĕн иккĕмĕш смени иртрĕ. Çак конкурс тĕрлĕ регионсенчи миллион ытла шкул ачине пĕрлештерекен хăйне евĕрлĕ проект пулса тăчĕ.
Конкурса хутшăннă ачасем пĕр эрне хушшинче «Большая перемена» эксперчĕсемпе тĕл пулчĕç, Раççейри компанисемпе аслă вĕренÿ учрежденийĕсем хатĕрленĕ кейс заданийĕсене пурнăçларĕç, тавракурăма анлăлатмалли тупăшусене хутшăнчĕç, кăткăс та илĕртÿллĕ мероприятисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Çурма финала ачасен наставникĕсем те хутшăнчĕç.
Çурма финал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суйласа илнĕ 1,2 пин шкул ачи ноябрь уйăхĕнче Мускавра иртекен финала кайĕ. Унта финалистсем «Большая перемена» конкурсăн хаклă парнисемшĕн тупăшĕç. Унсăр пуçне тата вĕсене пурне те «Артек» ача-пăча центрне кайма путевка парса хавхалантарĕç.
«Большая перемена» конкурса Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Александра Салмина та хутшăнса пысăк ăсталăхпа палăрчĕ. Вăл «Чулхула» стадионта иртнĕ çурма финалăн вĕренÿ семинарĕсене, тренингĕсене хутшăнса, кейс ĕçĕсене пурнăçласа хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, ырă ят çĕнсе илчĕ.
Александра — пур енĕпе те пултаруллă вĕренекен. Вăл 1-мĕш класранах шкул тата район шайĕнче иртекен мероприятисенче яланах пуçарулăхпа палăрать. Вăл юрлама-ташлама, тĕрлĕ вăйă-тупăшу йĕркелеме ăста. Вĕренÿре те «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Математика, биологи, ОБЖ, тăван ен культури предмечĕсемпе район тата республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене, конференцисене хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Сăмахран, 2017 çулта иртнĕ тупăшусенче палăрса Александра Мускаври Кремльти çĕнĕ çул елкине кайма тивĕçнĕ. 2019 çулта пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрне кайма путевка çĕнсе илнĕ. 2020 çулта Александра хăйĕн уйрăм пултарулăхĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Пур енĕпе те пултаруллă, пурне те пулăшма хатĕр вĕренекене малашне те хастарлăх, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Н.САЛМИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *