Суббота, Октябрь 31

Ачасен çывăх тусĕ – воспитатель

Ачасен çывăх тусĕ – воспитатель

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕренÿ ĕçченĕсем профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă пепкесене ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама та воспитательсем пуçласа хăнăхтараççĕ, обществăра хăйсене тытма вĕрентеççĕ.

Çак ĕçре чăннипех те ачасене чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри —«Пучах» ача садĕнче 22 çул ытла тăрăшакан Наталия Пантелеймоновна Долгова.
Наталия Пантелеймоновна ача садне кашни кунах тулли кăмăлпа утать. Ачасене яланах хаваслăн кĕтсе илет, йĕрекенсен кăмăлне самантрах çавăрса ярать. Пĕчĕкскерсемпе яланах пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупать. Ахальтен мар вăл ĕçлекен ушкăнри пепкесем ача садне савăнса çÿреççĕ.
«Пучах» ача садĕнче чылайранпа воспитательте тăрăшаканскер, чи малтан ушкăна çÿренĕ ачасен пепкисене те кĕтсе илнĕ. Çĕр-çĕр ачана тивĕçлĕ воспитани панă вăл. Вĕсене пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма, таврари пулăмсене хаклама вĕрентнĕ. Пепкесе
м ача садĕнче çырма, ÿкерме, вулама, шутлама хăнăхниех — воспитательшĕн пысăк çитĕнÿ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерни — пурнăçри пысăк утăмсенчен пĕри.
Наталия Долгова воспитатель ача садне çÿрекенсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе педагогика технологийĕсемпе анлăн усă курать. Тĕслĕхрен, мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарать, пиçĕхтересси, гимнастика тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Унпа пĕрлех хăрушсăрлăх правилисене те мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстерет.
— Тăтăшах тĕрлĕ занятисем ирттерни, калаçу-уроксем йĕркелени ачасене пĕлĕвне ÿстерме, пластилинпа е сĕтел çинчи тĕрлĕ вăйăсемпе выляни ал моторикине аталантарма май параççĕ. Кашни кунах кĕнеке алла тытни, юмахсем вуласа пани ачасен тавракурăмне анлăлатать, — тет ĕçĕпе паллаштарса вăл.
Воспитатель ача садĕнчи пепкесен вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшнипе пĕрлех, обществăлла ĕçе, конкурссемпе семинарсене, акцисене те хутшăнма вăхăт тупать. Вăл çулсеренех «Çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăнать, ăсталăхне ÿстерет. 2013 çулта вăл конкурс çĕнтерÿçи те пулнă. Унăн воспитанникĕсем район, республика шайĕнчи чылай конкурсра çĕнтереççĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн маттур воспитателе пĕрре кăна мар Хисеп грамотипе наградăланă.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code