Ĕçĕ нумайрах — йывăрлăхĕ сахалрах

Ĕçĕ нумайрах — йывăрлăхĕ сахалрах

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине чи юлашкинчен республикăн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви сÿтсе яврĕ. Çакă  вырăнлă та, мĕншĕн тесен çитес çулсенче республикăри пурнăç пахалăхне ÿстерме, экономикăна, промышленноçа, строительствăна, ял хуçалăхне, сывлăх сыхлавне, вĕренĕве, культурăна аталантарас тĕлĕшпе мĕн-мĕн тунине тата мĕн пурнăçлама палăртнине пурне те шута илнĕ. Çак енсене тĕпе хурса августăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев Чăваш Республикин  Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин коллегин анлă ларăвне хутшăнчĕ. Унта Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче палăртнă задачăсене сÿтсе  явнисĕр пуçне пĕрремĕш çур çулта тунă ĕçсене те пĕтĕмлетрĕç.

«Министерство умĕнче тăракан мисси —  çынсене хăйсен ĕç-хĕлне суйласа илме пулăшасси. Çавăн пекех ведомствăна пăхăнса тăракан организацисен, общество пĕрлешĕвĕсен ĕçне-хĕлне йĕркелесе ярассине тата харпăр çынна уйрăмах кирлĕ вăхăтра уçăмлă пулăшу парассине йĕркелесе ямалла», — терĕ  Олег Николаев. Министерство ятне те урăх           куçпа пăхса хакларĕ: унăн миссийĕ халăха ĕçпе тивĕçтересси тата социаллă хÿтлĕх  парасси кăна мар, пурнăçра йывăрлăха лекнисене пулăшасси те пулнине палăртрĕ. Тĕрĕсрех калас тăк, çĕнĕ должноçа йышăнсан пирвайхи кунсенченех  Олег    Николаев çынсен интересĕсене хÿтĕлемелли, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли çул-йĕре суйласа илчĕ. Паллă ĕнтĕ, правительствăн  малтанхи ларăвĕсенчен пĕринче вăл хаксем пĕтĕмĕшле чакнă пирки пурăнмалли чи пĕчĕк виçене чакармалли çинчен калакан йышăнăвăн проектне чарса лартрĕ. Республика   Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пурăнмалли чи пĕчĕк виçене чакарсан социаллă   тÿлевсем те пĕчĕкленнине хирĕç пулнине каларĕ.  Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнчех Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн сессине тăратнă çĕнĕ саккун проекчĕ патшалăхăн хаксем чакни çинчен калакан статистикине пăхмасăрах пурăнмалли чи пĕчĕк виçене малтанхи шайра хăварма май   пачĕ. Олег  Николаевăн      çак пуçарăвĕ      пурнăçа ăнăçлă кĕчĕ,   кăçал сахал тупăшлă 107 пин     ытла       çыннăн  социаллă пулăшу шайне сыхласа хăварма пултарчĕ.

Ытти мерăсем çинчен Чăваш Республикин Ĕç  тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, коллеги пайташĕсем, чĕннĕ хăнасем тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине сÿтсе явнă май Алена Елизарова хăйĕн сăмахне республикăри демографи лару-тăрăвне тишкернинчен пуçларĕ: «Нумай ачаллă çемьесене пулăшни, çав шутра «Демографи» нацпроектпа та, нумай ачаллă çемьесен шутне ÿстерчĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 14 пин ытла, питĕ лайăх вĕт ку! 6 çул хушшинче (2019-2024) укçа-тенкĕ калăпăшĕ 30 млрд ытла тенкĕпе танлашĕ».

Экономикăн аслă канашĕн регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине тишкерессипе ирттернĕ ытти ларăвĕсемпе танлаштарсан Ĕç  министерствин анлă коллегийĕ унта хутшăнакансем хăйсен кăмăл-туйăмне палăртнипе уйрăлса тăчĕ, вĕсем Олег           Николаева тав сăмахĕ каларĕç. Çакнашкал «феноменăн» вăрттăнлăхне мана     ларăва хутшăннă çынсенчен пĕри уçса пачĕ:

— Эпир, социаллă хÿтĕлев ĕçченĕ-сем, çынсемпе вырăнта кашни кунах тĕл пулатпăр, вĕсем мĕнле пурăннине пĕлетпĕр. Тĕрĕссине калатăп: тĕрлĕрен пурăнаççĕ. Шел пулин те, пурнăçа аран-аран сыпăнтарса пурăнакан çемьесем те пур.

Анчах та Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿлĕхĕ йышăннă мерăсене пула вĕсен шучĕ кăçалах чакма пуçлани курăнчĕ. Коронавирус эпидемине пăхмасăрах  курăнать çакă. Чи кирли — çынсем малашлăха шанма пуçларĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче эпĕ 20 çул ытла ĕçлетĕп. Çакăн пек калăпăшлă виçепе социаллă пулăшу пама май пурри çинчен малтан шутлама та пултарайман.

Эппин, мĕн тунă-ха;

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа граждансен социаллă тÿлевĕсене вăтамран 9,38 процент индексациленĕ; виçĕ çултан пуçласа çиччĕ тултарнă      ачасене тÿлеме тытăннă, амăш капита-   лĕн республика тÿлевĕн виçине ÿстернĕ   тата асăннă капитал шутĕнчен    пĕр хутчен 20 пин тенкĕ илме май туса панă.

Пĕтĕмĕшле илсен социаллă тÿлевсен мĕн пур тĕсĕпе 260 пин çемьене тивĕçтернĕ. Ку тĕллевпе 2 млрд яхăн хушма тÿлев уйăрнă.

Чăнах та, сахал мар тунă, анчах планкăна тата çÿлерех çĕкленĕ. Сăмахран,  çемьесене пулăшу памалли Чăваш Енре хальччен нихçан та усă курман çĕнĕ  форма çуралчĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен, августăн 10-мĕшĕнчен пуçласа, пĕтĕм республикипех ачасене шкула яма хатĕрлеме пĕр хутчен 5 пин тенкĕ тÿлеме нумай ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесенчен заявлени йышăнаççĕ. Малалла та тăсма пулать. Сăмахран, пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесем валли çĕнĕ çултан транспорт налукĕпе çăмăллăх кĕртеççĕ. Унсăр пуçне çак çемьесенче ачасене   кашни уйăхра паракан пособи виçи ÿсет.

Нумайăшĕ социаллă пулăшу валли вăл е ку документа илессишĕн кабинетсем тăрăх вăрах çÿреме тивнĕ пирки ÿпкелешни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Халĕ çакăн пек «бюрократие» тĕп тăвĕç. Алена          Елизарова каланă тăрăх, граждансене меллĕ пултăр тесе пĕр документа           тĕпе хурса паракан пулăшу ĕçĕсен переченьне планпа анлăлатса пырĕç, граж-  дансене консультаци парас енĕпе колл-центр ĕçне  йĕркелĕç, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессине цифровизацилĕç.

Патшалăх пулăшăвĕн тепĕр тĕсĕ — социаллă контракт. Социаллă хÿтлĕх органĕсем ăна тупăш шайĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен те сахалрах çемьесемпе тата граждансемпе тăваççĕ. Пулăшăвăн çакăн пек формипе Чăваш Енре, ку енĕпе вăл Раççейре пилотлă регион шутланать, анлăн усă кураççĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен кашни çулах 372 млн. тенкĕ килме пуçлать. Социаллă контракт пĕчĕк тупăшлă çемьесене укçа-тенкĕ енчен пулăшма, вĕсен тупăшне ÿстерме май парать, çав шутра ĕçе вырнаçтарма, харпăр ĕçне йĕркелеме. Илнĕ укçапа çавăн пекех хаклă сиплевшĕн тÿлеме те усă курма пулать.

Анчах та пулăшу ватăсене те кирлĕ: пурлăх тĕлĕшĕнчен кăна мар, кăмăл-сипет енчен те. Программăра пысăк задача лартнă — килес вунă çуллăхра пурнăçăн вăтам тăршшĕне 72,7 çултан пуçласа 78 çула çитермелле. Ку тĕллевпе республикăра активлă вăрăм кун-çул системин мероприятийĕсем пурнăçланаççĕ. Вĕсен шутне модельлĕ ултă центрăн кăнтăрлахи уйрăмĕн никĕсĕ çинче «Манăн социаллă центр» пĕрлехи бренд туса хурасси те кĕрет. Вĕсем виçĕ пин ытла ватă çынна, инвалида физкультура, пултарулăх, юрă, ташă занятийĕсене явăçтарĕç, компьютерпа ĕçлеме, финанспа тĕрĕс усă курма вĕрентĕç.   

… Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет. Хăш-пĕр кандидат суйлав умĕнхи агитаци вăхăтĕнче «Вăрçă ачисем» темăпа анлăн усă курать, вĕсене хÿтĕлекенĕн рольне пĕр именме-сĕрех хăй çине илет. 

Тĕрĕслĕх вара çакăнта: Олег Николаева республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан вырăнне лартсан тин тивĕçлĕ саккуна йышăннă. Халĕ çак саккун ĕçлет. Сăмахран, август уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 9643 удостоверени панă, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă ятпа çур пине яхăн вăрçă ветеранĕ 25 пин тенкĕ укçа илнĕ.

Республикăн Ĕç  тата социаллă хÿтлĕх министерстви çумĕнчи Общество канашĕн пайташĕ Леонид Шимин ларăва хутшăнакансен пĕр шухăшлăхне уççăн палăртрĕ: «Программа пурнăçа кĕрсен пирĕн пурнăç лайăхланасса шанатпăр. Çакна  тăвас тесен пирĕн пурин те республика ертÿлĕхне пулăшса пымалла, кашнин хăйĕн вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелле».

 

А.КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *