Каллех улталанă

Каллех улталанă

Ултавçăсем çынсене  шăнман пăр çине лартмалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Ют çынсене ĕненмелле марри пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр. Анчах та районта пурăнакансене татах улталанă. Акă, августăн 12-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 14 сехет те 30 минутчен усал шухăш тытнă çын ют пурлăха саккунсăр хапсăнса  электронлă почта урлă çырăнса,  Х. гражданкăна суйнă. Мĕнле тетĕр-и; Çăмăллăнах.  Пĕр хутчен  тÿлев 270 000 тенкĕ илес тесен  пин-кодшăн тата парольшăн комисси укçине  электрон çырура  палăртнă банк картти çине куçармалли çинчен пĕлтернĕ. Х. гражданка преступника ĕненнĕ,    270 000 тенкĕллĕ пулас тесе хăйĕн счетĕнчен      9 161 тенкĕ куçарса панă.  Çакă ултав пулнине кайран çеç  çыру çÿретекен тата укçа-тенкĕ  çухалсассăн ăнланнă.

Район çыннисене тепĕр хут  асăрхаттаратпăр. Палламан, пĕлмен çынсене   хăвăрăн  банк картти çинчен сведенисене  пĕлтерме юрамасть.  Ан ĕненĕр! Ан шанăр!

Р.ЗАЙНУЛЛИН,  муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *