Пятница, 19 апреля

Сăнав центрĕ тума сĕннĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республика Пуçлăхĕн суйлавĕ валли обществăлла сăнавăн пĕрлехи центрне туса хума сĕннĕ.

Кăçал сасăлав 3 куна тăсăлать: сентябрĕн 11— 13-мĕшĕсенче эпир ЧР Пуçлăхне  тата вырăнти хăйтытăмлăх орга-нĕсен депутачĕсене суйлатпăр. Çавна май обществăлла пĕрлешÿсен, политика партийĕсен, кандидатсен представителĕсем сăнавçăсем пулма тăрăшĕç. Пĕрлехи сăнав центрĕ вара сасăлава мĕнле хатĕрлени, мĕнле йĕркелени, йĕркене пăхăнни çинчен пĕлтерекен информацие пĕр çĕре пухма, сасăлавпа çыхăннă ыйтусене май пулнă таран уçса пама пулăшĕ. Çавăн пекех çак центр сăнавçă пулас текенсене ку ĕçе вĕрентме, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав пама та питĕ кирлĕ.

— Çакăн евĕр центр тумалли çинчен эпир те шутланăччĕ, ăна Обществăлла палата никĕсĕ çинче тума май пуррине сÿтсе явнăччĕ. Çитес суйлавăн саккунлăхне тивĕçтерессинче çак центрăн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ, —  палăртнă сĕнĕве ырласа ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.

Çавăн пекех Олег Николаев сăнав центрĕн ĕçне йĕркеленĕ тата сасăлав   ирттернĕ чухне коронавирус ересрен сыхланас енĕпе мерăсем йышăнмаллине асра тытма ыйтнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *