Килти пыл сиплĕрех те тутлăрах

Православи тĕнне ĕненекенсем августăн 14-мĕшĕнче пыл сăпасне паллă тăваççĕ. Çак продуктăн усăллă енĕсене асăнас пулсан темĕн чухлех çырма пулать. Пĕр сăмахпа каласан вара пыл хурчĕсем паракан продукци организмшăн питĕ усăллă.  Хурт-хăмăрçăн ĕçĕ çăмăл мар. Пурнăçламалли ĕçсене вăхăтра тумалла, тăтăшах опыта ÿстермелле.

Августăн 13-мĕшĕнче Комсомольскинчи культура çуртĕнче «Пыл уявĕ» иртрĕ.

Унăн тĕллевĕ —  хурт-хăмăрçăсен продукцийĕпе район çыннисене паллаштарасси, туянма майсем туса парасси, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашасси тата хуçалăхсенче пыл паракан курăксен лаптăкĕсене ÿстерессипе канашласси.

Уява пуян опытлă, ĕçе чунпа парăнса чылайранпа ĕçлекен хурт-хăмăрçăсем пуçтарăннă. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнчи пыла тутанса пăхма сĕнчĕç, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç.

 Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Пурлушкин Николай Андреевичпа ывăлĕ Леонтий 10 çул ытла пыл хурчĕсем тытса  пыл çеç мар тата ытти продукци те туса илеççĕ. Пурлушкинсем интернетпа тĕрлĕ регионти тата çĕршыври хурт-хăмăрçăсен опычĕпе паллашнин уссин витĕмĕ пирки хавхаланса калаçрĕç. Вĕсен сĕтелĕ çинче çĕнĕлĕх — аçа хурт сĕчĕпе пыл хутăшĕ те ?Трутневый мед/ вырăн тупнă. Николай Андреевич хурт-хăмăртан туса илекен продукци çинчен кăсăклантармалла каласа пачĕ, тумалли технологийĕпе тата усăллă енĕсемпе паллаштарчĕ.

Асанкассинче пурăнакан Римма Васильевнăн мăшăрĕ  Александр Михайлович Яковлев ачаранах пыл хурчĕсене пăхас ăсталăха кукашшĕпе пĕрле ĕçлесе хăнăхнă.  Мăшăрсем иккĕшĕ  те опытлă хурт-хăмăрçăсем пулнипе çеç мар, çак ĕçе ачисене те явăçтараççĕ.

Хирти Ĕнелте пурăнакан Мария Григорьевна Пильщикова — пуян опытлă специалист. Вăл районта иртекен семинарсене хастар хутшăнать. Пыл хурчĕпе туслă çемьене качча килнĕренпех хурт-хăмăрçă ĕçне парăнса, юратса тăрăшать.

Вăрманхĕри Чурачăкри хурт-хăмăрçă Владимир Иванович Илеменов 1990 çулта пыл хурчĕсен продукцине илессипе ĕçлеме пикеннĕ. Вĕсем утарта мăшăрĕпе тăрăшаççĕ. Владимир Иванович хăйсен çĕр пайĕсем  çинче пыл паракан курăксем: 2,5 гектар фацели, 75 сотăй эспарцет, 58 сотăй синяк тата пĕр гектар козлятник акнине пĕлтерчĕ.

Уява хутшăнакансене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Сиплĕ пылпа тĕрлĕ курăк чейĕсене ĕçсе киленме май пулчĕ.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *