Адресла пулăшу – вырăнлă

Адресла пулăшу – вырăнлă

Социаллă контракт çырса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă адреслă патшалăх пулăшăвĕ илме май пур. Çак пулăшупа  пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен пĕччен пурăнакан граждансем тата сахал тупăшлă çемьесем усă курма пултараççĕ. 

Социаллă контракт урлă ĕçе вырнаçиччен (2020 çул вĕçлениччен) кашни уйăхра 10134-шар тенкĕ илсе тăма пулать. Çавăн пекех профессие вĕреннĕшĕн 3 уйăх таран 10134 тенкĕшер тÿлесе тăраççĕ е вĕренÿ курсне 30 пин тенкĕ таран тÿлесе татаççĕ. Вĕреннĕ хыççăн стажировка тухаканшăн ĕç паракана 15769 тенкĕ  параççĕ. Социаллă контрактпа усă курса предпринимательство ĕçĕ валли — 250 пин тенкĕ таран, гражданина йывăр лару-тăруран тухма пулăшакан урăх мероприятисем валли çулталăк вĕçлениччен уйăхсерен 10134-шар тенкĕ пулăшу илме май пур.

Социаллă контракт çырма вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне пымалла. Палăртса хăварар: пĕр çыннăн пулăшăвăн пĕр енĕпе çеç усă курма юрать.

Е.ВОЛКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *