Вторник, Август 11

Вĕсен телейĕшĕн пурăннă, ĕçленĕ

Вĕсен телейĕшĕн пурăннă, ĕçленĕ

Урамра хаваслăн выляса чупкаласа çÿрекен мăнукĕ çине пăхать те, чун-чĕри киленÿпе тулать Санькка аппан. Мирлĕ те янкăр тÿпе айĕнче ÿсеççĕ вĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ, ĕмĕрне Аслă Чурачăк ялĕнче ĕмĕрлекен Александра Федоровна Шикарева мăнукĕн ÿсĕмĕнчен 2-3 çул çеç аслăрах пулнă. 7 теçетке çул хыçа юлсан та, çав синкерлĕ кунсем манăçа тухмаççĕ. Ытла та ир урисем çине ĕне пуснă вăл тапхăрти ачасене. Вăрçă пуçланнă куна лайăхах астумасть вăл. Уй-хирте тыр-пула çум курăкран тасатнă чухне хĕрарăмсем хурлăхлă юрлани куçĕ умĕнче. Нуши-тертне нумай курма тивнĕ вăл саманара ÿснисене. Ачалăхĕ пулман тесен те тĕрĕсех пулĕ. Ял-йыш фронта валли ĕçленĕ, пăрăнас тесен те айккинче тăрса юлайман пĕчĕккисем. Çемьере пилĕк ача пулнă. Санькка — чи асли. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхмалла, кил-çуртра ĕçлемелле, хире те ĕлкĕрмелле. Амăшĕ — колхозра, ашшĕ — инçетри пĕр заводра. Каярахпа хирти ĕçсене те хутшăнма пуçланă. Кĕреçепе çĕр чавнă, пĕчĕк суха пуçне туртнă, тытма та хăнăхнă. Тыр-пула пуçтарса кĕртме те хутшăннă. Пĕчĕккисен хăйсен çулĕсенчен иртерех аслăланма тивнĕ. Вĕсем пурнăçлама хутшăннă пур ĕçе асăнса та пĕтереймĕн. Сахал-и, нумай-и — мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшнă вĕсем. Апат-çимĕç, тум-тир енĕпе хĕсĕк пулнă. Курăксенчен, йывăç çулçисенчен авăртса çиме хатĕрленĕ, вăрмана юр тăрăх аша-аша турат пуçтарма çÿренĕ. Кирлĕ пек вĕренме те, тăраниччен выляса-куласси çинчен ĕмĕтленме те пулман. Чăтнă, тÿснĕ, малашлăха ĕмĕтленнĕ. Çĕнтерÿ хыççăнхи çулсем те çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçпе пиçнĕ çамрăксем малалла талпăннă.
Аслă Чурачăк ялĕнчи Николай Михайлович Шикаревпа пĕрлешнĕ хыççăн Александра Федоровнăн ĕçĕ-хĕлĕ «Заветы Ильича» колхозпа çыхăнать. Кунти пĕрремĕш бригадăра ĕçлеме пуçлать вăл. Бригадăра тăрăшаканăн ĕç калăпăшне килогрампа та, тонна-километрпа та виçмеççĕ. Пĕр шутласан, курăнмасть те пек вĕсем мĕн ĕçлени. Анчах та колхозницăсен аллинчен çулталăк тăршшĕпех сенĕк, кĕреçе тата ытти ĕç хатĕрĕсем кайман. Вăл вăхăтра механизаци, паянхи кунпа танлаштарсан, аталанса çитеймен-ха. Утă-улăм пуçтарассине те, çулассине те тĕпрен илсен алă вăйĕпе тунă.
А.Шикареван ĕç биографийĕ 1976 çултан Аслă Чурачăк вăтам шкулĕпе çыхăнать, кунта вăл тирпейлÿçĕ ?техничка/ пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл çулсенче асăннă шкул ачасен йышĕпе районта пысăккисенчен пĕри пулнă. Икĕ хутлă тĕп шкулсăр пуçне виçĕ-тăватă класлă уйрăм çуртсенче те ачасене пĕлÿ панă. Хĕл кунĕсенче ирхине ирех кăмака хутса ачасем киличчен классене ăшăтса хатĕрлеме тивнĕ. Пÿлĕмсене таса тытнипе пĕрлех вут-шанкине те хăйсенех хатĕрлемелле пулнă. Кунта вăл 20 çул вăй хунă. Хăйне шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та пĕр вăхăт унтах ĕçленĕ.
Мăшăрĕ, Николай Михайлович, ĕмĕрĕпех колхозра тимĕрçĕре вăй хунă. Юратса, килĕштерсе пурăннă мăшăрсем. Çĕнĕ çурт çĕкленĕ, хуралтăсем хăпартнă, выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Шел, темиçе çул каяллах мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Иккĕшĕ вĕсем 6 ача пăхса çи-тĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿсчĕр тесе нумай тăрăшнă. Çу кунĕсенче колхозра вăй хунă. Александра Федоровна шкулта тăрăшсан та кашни çулах колхоз çум-курăкран тасатма паракан выльăх кăшманĕн, çĕрулмин тата ытти культурăсен пайĕсене илсе ĕçленĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра пăрçа, клевер çулнă чухне те ачисене çамрăклах явăçтарнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларас тесе тăрăшнине вĕсем пурте ятарлă е аслă пĕлÿ илни те çирĕплетет. Паянхи кун Санькка аппа 11 мăнукĕпе тата çавăн чухлĕ мăн мăнукĕпе савăнать. Хăй кĕçĕн ывăлĕн Михаилăн çем-йинче пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем уявсем тĕлне килсен пÿрт хаваслă сасăсемпе, Санькка аппан пит-куçĕ савăнăç шевлипе тулать. Патшалăх ăна хастар ĕçшĕн чылай награда, парне парса чысланă, кăçал вĕсен çумне Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа тылра хастар ĕçленĕшĕн юбилей медалĕ хутшăнчĕ. Наградăсем наградăсемех те, уншăн чи пахи — ачисен, мăнукĕсен хисепĕ, вĕсен юратăвĕ… Шăпах вĕсемшĕн, вĕсен телейлĕ пуласлăхĕшĕн ĕçлемен-и-ха вăл, пурăнман-и?
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code