Четверг, 25 апреля

Чару мерисен иккĕмĕш тапхăрне куçнă

Чару мерисен иккĕмĕш тапхăрне куçнă

Кун пирки калакан 202-мĕш номерлĕ хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă.
Халĕ 800 тăваткал метртан пĕчĕкрех лавккасем те ĕçлеме пуçлĕç, лицензиллĕ автошкулсем те вĕренекенсене йышăнĕç. Раççей тата Чăваш Республикин спортсменсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсене тренировкăсем ирттерме ирĕк парĕç. Анчах та спортсменсем хушшинче дистанци пулмалла. Санаторипе курортсем те уçăлĕç. Вĕсем коронавируспа чирлисене реабилитацилĕç.
Чир-чĕртен сыхланмалли çирĕп йĕркене çăмăллатса иккĕмĕш тапхăра куçни хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла маррине пĕлтермест, малашне те маскăсем тăхăнмалла, дезинфекци шĕвекĕсемпе усă курмалла.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *