Пятница, 19 апреля

Вут-çулăмран сыхланăр

Вут-çулăмран сыхланăр

Çуллахи шăрăх кунсенче вут-кăвар тухас хăрушлăх пысăк. Юлашки вăхăтра районти уйрăм хуçалăхсенче «хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсем чылай пулчĕç. Çавăнпа та асăрханулăх пирки манас марччĕ. Кил-çурта, ытти пурлăха сыхланипе пĕрлех вăрманта та вут-кăвар инкекĕнчен асăрханмалла. Тĕслĕхрен, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрмансем çунаççĕ. Вут-кăварпа кĕрешме çынсемпе пĕрлех тĕрлĕ пысăк техникăна явăçтарнă. Çавăнпа та вăрмана çул тытсассăн тимлĕ пулмаллине нихăçан та манас марччĕ.
Кун пирки республикăри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тытăмĕнчи «Вăрман хуралĕ» /»Лесная охрана»/ хысна учрежденийĕн кăнтăр районĕсен начальникĕ Георгий Фомин та асăрхаттарчĕ.
— Вăрман — пысăк пуянлăх. Ăна сыхласси, малашлăх ăру валли упрасси, пушар инкекĕнчен асăрханасси — тĕп тĕллев. Уйрăмах çанталăк хальхи евĕр шăрăх та типĕ тăнă вăхăтра вут-кăварпа питĕ тимлĕ пулмалла. Статистика вăрманта пулакан 10 пушартан 9-шĕ çын айăпĕпе сиксе тухнине çирĕплетет. Урăхла каласан, пушарсен 90 проценчĕ пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе пулаççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть. Хăвăр хыççăн хĕвелпе тивсе илме пултаракан нимĕнле çÿп-çап та пăрахмалла мар. Чикарккă юлашкисене, шăрпăка сÿнтермесĕр вăрманта хăварни те инкек патне илсе тухма пултарать. Çупа вараланнă хутсене, кĕленче савăтсене те ятарлă вырăнсенче çеç пăрахмалла. Хĕвел хĕртнĕ вăхăтра вĕсем хыпса илме пултараççĕ. Кил-çуртран тухакан çÿп-çапа, строительство материалĕсен юлашкийĕсене тата ыттисене те вăрмана пăрахса хăварма юрамасть. Вĕсем ăна вараланипе пĕрлех пушар тухас пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман граждансене административлă майпа айăплаççĕ, 4—5 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Должноçри çынсем йĕркене пăхăнманшăн 20 — 40 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисем — 300 — 500 пин тенкĕ таран. Енчен те эсир вăрманта е унăн çывăхĕнче тĕ тĕм йăсăрланнине курсан, 8-800-100-94-00, 8 /8352/ 40-24-00 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр, — пĕлтерчĕ вăл.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *