Халăх штабĕсем малалла ĕçлеççĕ

Халăх штабĕсем малалла ĕçлеççĕ

ЧР Пуçлăхĕ пулма хăйсем тĕллĕн кандидатура тăратнисем хальхи вăхăтра суйлавçăсене хăйсемшĕн алă пустараççĕ. Вĕсенчен пĕри — ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев — муниципалитетсенче халăх штабĕсем уçнă.
Июлĕн 15-мĕшĕнче Олег Николаевăн халăх штабĕ Комсомольскинче те ĕçлеме пуçларĕ. Халĕ Канаш урамĕнчи 26-мĕш çуртра /»Салон услуг»/ кашниех çак кандидата ырласа алă пусма пултарать.
— Июлĕн 23-мĕшĕ тĕлне Комсомольски районĕнче 1279 çын Олег Николаевшăн алă пуснă. Палăртмалла: суйлава хутшăнма 5 пин çын алă пусни кирлĕ. Кандидат вĕсене пуçтарнă та ĕнтĕ. Апла пулин те, халăх штабне район çыннисем кол лективсемпе, çемьесемпе пуçтарăнса пыраççĕ, Олег Николаевшăн алă пусаççĕ, — пĕлтерчĕ Комсомольскинчи халăх штабĕн координаторĕ Людмила Михайлова.
Регион ертÿçи пулма шăпах Олег Николаева шаннине Татьяна Ишеева та пытармарĕ.
— Николаевшăн тĕплĕн шухăшласа, пĕр иккĕленмесĕр, Олег Алексеевич региона ертсе пыма пуçланăранпа республикăра туса ирттернĕ ĕçсене шута илсе алă пусрăм. Нумай çул пуçтарăнса пынă йывăрлăхсене вăл кĕске хушăрах татса пама пултарчĕ. Олег Алексеевич пурăнмалли чи пĕчĕк виçен шайне чакарма памарĕ. Çакна кура çемьесенчи финанс лару-тăрăвĕ япăхланмарĕ, — палăртрĕ вăл.
Олег Николаевпа пĕр майлисем zanikolaeva.ru ятарлă сайт хатĕрленĕ. Унта республикăри халăх штабĕсен адресĕсене пĕлме, паллă çынсен шухăшĕсемпе паллашма, кандидата ыйту пама пулать.
Паянхи куна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма 12 кандидат тăратнă. Вĕсенчен 8-шĕ хăйсен кандидатурине хăйсем сĕннĕ. Çав шутра: Олег Николаев, Юрий Шакеев, Николай Коклейкин, Андрей Ильдеменов, Юрий Сидоров, Роман Васильев, Максим Чепель, Петр Петрянкин. Александр Андреева — КПРФ, Константин Степанова — ЛДПР, Николай Степанова — «Российская партия пенсионеров за справедливость», Сергей Матвеева «Патриоты России» партисем тăратнă. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте суйлав умĕнхи мероприятисем ирттереççĕ: çынсене хăйсемшĕн алă пустараççĕ, хăйсен партийĕсен районсенчи уйрăмĕсемпе тата вырăнти депутатсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ.
Пĕрлехи сасăлав сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *