Воскресенье, 19 мая

Республика аталанăвĕ — çĕнĕ программа

Республика аталанăвĕ — çĕнĕ программа

Июлĕн 21-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Красновпа пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, подряд организацийĕсен тата пассажирсене турттаракансен представителĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ, хальхи вăхăтра пăшăрхантаракан тĕп ыйтусене сÿтсе яврĕ.
Канашлура тĕп вырăнта 2020—2025 çулсене валли хатĕрленĕ республикăн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн çĕнĕ программи пулчĕ. «Юлашки вăхăтра республикăра йĕркеленнĕ экономика лару-тăрăвĕ питех савăнтармасть. Эпир Раççей шайĕнче кая юлакансен шутне кĕме пуçларăмăр. Çавăнпа та çитес çулсенче аталану çулĕ çине çирĕппĕн тăма ятарлă программа хатĕрленĕ», — пĕлтерчĕ министр.
Республикăра çитес çулсенче татса памалли ыйтусем, чăнах та, нумай. Ял хуçалăхне аталантарма çĕнĕ меслетсем шырасси, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси, халăха ĕçме юрăхлă таса шывпа тивĕçтересси, производствăна аталантарасси, аякри хуласене каймасăрах вырăнта вăй хума ĕç вырăнĕсем тăвасси… Çак тата ытти ыйтусем çине çÿлерех асăннă программăра пысăк тимлĕх уйăрнă.
Владимир Михайлович Чăваш Енри çулсем çинче те чарăнса тăчĕ. «Республикăра вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем питĕ нумай çухрăма тăсăлаççĕ. Вĕсем чылай чухне нормативсене тивĕçтермеççĕ. Вĕсем çине малашне пысăк тимлĕх уйăрма планлатпăр», — палăртрĕ вăл. Çул-йĕр енĕпе пысăк масштаблă проектсем те çывăх вăхăтра пурнăçа кĕме пуçлĕç. Çав шутра — Мускавпа Хусана çыхăнтаракан пысăк хăвăртлăхлă М12 трасса. Вăл Чăваш Ен витĕр те иртĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *