Сывлăхран хакли çук

Сывлăхран хакли çук

Район центрне тухсан тÿрех асăрхатăн: обществăлла вырăнсенче маска тăхăнса çÿрекенсем питĕ сахалăн. Анчах пирĕн патра коронавирус пандемийĕ вĕçленмен-çке-ха, маскăсен режимне те пăрахăçламан. Тен, районта пурăнакансен явапсăрлăхне кура эпир, республика шайĕнче пăхсан, коронавирус чи анлă сарăлнă районсенчен пĕри пулса тăтăмăр?
Июлĕн 22-мĕшĕнчи кăтартусене пăхсан, районта 194 çын çак усал чире ертнĕ, 3-шĕ ăна пула пурнăçран уйрăлнă. «Мана чир ермест», — тесе шутлаççĕ пуль нумайăшĕ, уйрăмах çамрăк çынсем. Çавăнпах вĕсем санитарипе гигиена мерисем çине алă сулаççĕ. Анчах шăпах çакăн пеккисем ансат правилăсене пăхăнмасăр коронавируса сарса çÿреме пултараççĕ те.
Хамăрăн сывлăх çинчен шутламасан та çывăх çынсем пирки шутласчĕ. Аслă ÿсĕмрисем, вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансем инфекцие питĕ йывăррăн ирттереççĕ. Вĕсен сывлăхне хăрушлăха лектерес мар тесе çын çÿрекен вырăнсенче маскăсем тăхăнма, алăсене антисептиксемпе тасатма манас марччĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *