Воскресенье, 28 апреля

Тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать

Тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать

Районта йĕрке пуласси право сыхлавĕн органĕсенчен, полици ĕçченĕсенчен нумай килет. Вĕсем ир те, каç та сыхă пулнăран, нихăçан та тимлĕхне çухатманран, эпир лăпкăн çывăрма, хăрамасăр урамсем тăрăх çÿреме пултаратпăр. «Ялсенче йĕркене тытса пырасси, саккунлăха çирĕплетесси, çынсене преступлени тăвасран асăрхаттарасси — пирĕн тивĕç», — тет полицин участок уполномоченнăйĕ Сергей Прохоров.
Вăл 1982 çулта Нĕркеç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн Мускав гуманитарипе экономика институтне пĕтернĕ. 2004 çулта вăл пĕрремĕш хут районти полици уйрăмĕн алăкне уçса кĕнĕ, çак ĕç чуна çывăх пулнине тÿрех ăнланса илнĕ. Унтанпа хăйĕн ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа, пысăк тăрăшулăхпа вăй хурать вăл. 2011 çулта Сергей Павлович полицин участок уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн начальникĕнче ĕçлеме пикеннĕ. 2019 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа вăл обществăри йĕркене сыхлас енĕпе ĕçлекен полици начальникĕн çумĕнче тăрăшать. Полици подполковникĕ пурĕ 15 çул ытла шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать.
Право хуралĕн органĕсенче вăй хуракансен дисциплинăна çирĕп пăхăнмалла, пысăк яваплăхпа хăйсене шанса панă тивĕçсене пурнăçламалла, тĕллевсем патне çирĕппĕн ăнтăлма пĕлмелле. Шăпах çак енсене кура Сергей Прохоров професси ăсталăхĕн шайне çулран-çул ÿстерсе пырать, оперативлă йывăр лару-тăрура та умне лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме май тупать. Хăйĕн тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн ăна пĕрре мар Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă. Унăн «За отличие в службе III степени» медаль те пур.
Сергей Павлович — паха опытлă, ăста та яваплă специалист. Çавăнпа та ăна пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ, çамрăк ĕçченсем унран сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ, тĕслĕх илеççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *