Паттăрсене асра тытма чĕре хистет

Паттăрсене асра тытма чĕре хистет

«Зачем искать? 
Давно исчезли те, кто здесь убиты,
Ушли и те, что их могли бы ждать,
И все они давным-давно забыты».
/Шыравçăсен юрринчен/.
Аслă Отечественнăй вăрçăн хăрушă, тискер кунĕсем тахçанах кĕрлесе иртсе кайнă. Вăрçа хутшăннă нумай çыннăн шăпи паянхи кун та паллă мар. Кашни çемьерех вăрçă суранĕсем пур. Пĕрисем çапăçу хирĕнчен инвалид пулса таврăннă, теприсем унта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă, хыпарсăр çухалнă салтаксен шучĕ те нумай.
Вăрçă пĕтнĕ çĕре 3,5 миллион салтакпа офицер хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнă, анчах паянхи куна Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви кун пеккисем 7 миллион çын тесе çирĕплетет. Хыпарсăр çухалнисен шутĕнче нумайăшĕ — пленра пулнисем. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче нимĕçсем плена лекнĕ совет салтакĕсен 70 процентне шута илмен. Нумай çемьере халĕ те вăрçăра хыпарсăр çухалнă тăванĕсене шыраççĕ, вĕсем канлĕх тупнă вырăнĕсене те пулин пĕлес шанчăка çухатмаççĕ, май пулсан, тупăннă çыннисен вилтăприйĕсем çине кайса курма та хатĕр. Хăшĕ-пĕрисен çемье архивĕнче сарăхса кайнă сăнÿкерчĕксем, вăрçă хирĕнчен янă çырусем упранаççĕ.
Кашни çулах тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хыпарсăр çухалнă салтаксем тупăнаççĕ. Шырав ĕçĕсенче камсем вăй хураççĕ-ха; Паллах, ятарлă обществăлла организацисем тата уйрăм çынсем çак ĕçре тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ Павел Зайцев. Нумаях пулмасть унпа курса калаçма май пулчĕ.
Павел Николаевич аслашшĕ вăрçăра ăçта канлĕх тупнине шыраса тупса 2011 çулхи майăн 9-мĕшĕнче унăн вилтăприйĕ çине Украинăна çитсе килнĕ. Çакăн хыççăн вăл кукашшĕн шăпине те тĕпчесе пĕлнĕ, вăл Румыни çĕрĕнче пуçне хунине пĕлнĕ. Малалла шырав ĕçĕсем кашни кунах тăсăлнă, шыраса тупнă салтаксен йышĕ ÿссех пынă. «Малтанхи вăхăтра салтака шыранă чухне чукун çулпа вĕçтерсе пыракан поезд çине тăшман самолечĕсем бомба пăрахни, совет салтакĕсем «Ура!» кăшкăрса малалла чупни куç умне курăнатчĕ тесен те юрать. Шырав çăмăл ĕçех мар, çакна валли питĕ пысăк чăтăмлăх кирлĕ», — уçать шухăшне П.Зайцев. Ытларах вăл «ОБД» мемориалта, «Подвиг народа» тата «Память народа» сайтсенче шырав ĕçĕ ирттерет. Утмăл çулсене çывхарса пыракан арçын тăван халăхшăн обществăлла усăллă ĕç тăвать, «тавтапуç» сăмахшăн тăрăшать.
4 çул хушшинче Павел Зайцев Комсомольски районĕнчен вăрçа тухса кайнă 3151 салтак çинчен РФ Оборона министерствин Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче вырнаçнă архивĕнчен информаци тупнă. 2015 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш кĕнеки «Память» ятпа тухнă. Вăл 100 экземпляр пулнă. Çывăх юлташĕсем, ял çыннисем пулăшнипе çак кĕнеке кун çути курнă. Анчах та район библиотекисене вăл паянхи кун та çитеймерĕ. 2016 çулта «Память» кĕнекен тепĕр пайĕ Мускав облаçĕнчи Чехов хулинче 500 экземплярпа кун çути курнă. Çак кĕнекере 300 ытла салтакăн шăпи уçăмланнă. Ăна кăларма «Единая Россия» партин Чехов районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Сергей Юдин пулăшнă.
Павел Николаевич патриотизмла воспитани çине яланах тимлĕх уйăрать. 2011 çултанпа «Каçал ен» хаçатра унăн вăрçă темипе çырнă статйисем пичетленеççĕ. 2018 çулта «Пограничное братство» организацин вырăнти уйрăмĕн ертÿçисем чикĕ хуралçисен служби 100 çула çитнине халалласа кĕнеке кăларас ĕçре Павел Зайцевран пулăшу ыйтнă. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе Людмила Федоровнăпа пĕрле «На страже границ Отечества» кĕнеке хатĕрленĕ, ăна 500 экземплярпа вăхăтра кăларма пултарнă. Районти пограничниксем кĕнеке спонсорĕсем пулнă.
Хыпарсăр çухалнă салтаксене шыраса тупасси П.Зайцевшăн чун апачĕ тесен те юрать. «Пĕр шырав ĕçĕ халĕ те асра: Мускав облаçĕнчи Чехов хулинче пурăнакан кинемейĕн хыпарсăр çухалнă тăванне 5 çул шыранă, архивсем уçăлнă май паттăр салтакăн вилтăприйĕ тупăнчĕ. Ватă çыннăн пĕркеленнĕ пичĕ çинчи йăл кулă, савăнăç — маншăн чăн телей. Хыпарсăр çухалнă тени паянхи кун пăнчă лартмаллине пĕлтермест. Нихăçан та шанчăка çухатмалла мар. Паттăрсене асра тытма чĕре хистет», — тет Павел Николаевич.
Павел Зайцев — Чăваш Республикин халăх академикĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, ЧР Писательсен союзĕн членĕ. Ăна Константин Кольцов ячĕллĕ Чăваш Республикин литература премийĕпе, «Ветерансен юхăмне пулăшу кÿнĕшĕн» тата «Активлă çарпа патриотизм ĕçĕшĕн» медальсемпе, «Каçал ен» хаçат редакцийĕн Хисеп грамотипе чысланă.
А.ВАЛИТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *