Суббота, 20 апреля

Тăватă çын документсем тăратнă

Тăватă çын документсем тăратнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма кăмăллисен йышĕ ÿссех пырать. Çак кунсенче республикăри Тĕп суйлав комиссине тăватă çын документсем тăратнă. Аса илтеретпĕр, 2020 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет. Суйлава уççăн ирттерме, пур кандидата та хăйĕнпе паллаштарма майсем туса пама хушнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Сăмах май, Олег Алексеевич çак кунсенче хăй те суйлава хутшăнма документсем тăратнă. Халĕ вара тата тепĕр виçĕ кандидат хутшăнма кăмăл тунă: Шупашкарта пурăнакан, хальлĕхе ниçта та ĕçлемен Юрий Шакеев, «Аргус» пĕрлешĕвĕн финанс директорĕ, «Патриоты России» партин пайташĕ Сергей Матвеев тата «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» партин республикăри уйрăмĕн ертÿçи Николай Степанов.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *