Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем шкулти пекех кашни паллă куна уявлаççĕ. Иртнĕ çулсенче Чăваш чĕлхи эрнинче шкулта тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ пулсан, кăçал килте ларсан та хăнăхнă йăлана пăсмарĕç.
Апрелĕн 20—25-мĕшĕсенче тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерчĕç. Акă 20-мĕшĕнче чăвашла тĕрлĕ мемсем ăсталарĕç. Ытларикун кирек епле килĕшекен хайлава вуланине аудио çырса интернета вырнаçтарчĕç. Виççĕмĕш кун вара ÿкерме кăмăллакансем хăйсене килĕшекен чăвашла хайлав тăрăх ÿкерчĕк туса сăнÿкерчĕксем лартрĕç. Тепĕр кун та ахаль иртмерĕ. Çак кун йăла-йĕркесем çинчен каласа пачĕç. 24-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыннипе паллаштарчĕç. Кашни çулах вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те апрелĕн 25-мĕшĕнче уроксене чăваш тумĕпе ирттернĕ. Кăçал социаллă сетьре хăйсен страницисене чăваш тумĕпе фотосем лартрĕç. «Чăваш чĕлхи эрнин пики» ята Елизавета Наумова тивĕçрĕ. Вăл кашни конкурсах хастар хутшăнчĕ, пур ĕçре те пултаруллă пулчĕ.
Шкулти конкурссемсĕр пуçне тата ытти акцисене те хутшăнаççĕ шкул ачисем. Акă, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2020» акцие те хутшăнчĕç. «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров вуларĕ. Диктант валли Юрий Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» хайлав сыпăкне суйласа илнĕ. Çак акцие хутшăнни чăваш халăхне пĕрлештерет, чĕлхемĕре упраса хăварма пулăшать, вĕреннине аса илтерет. Чăваш сăввисене вуланине видео ÿкерсе эпĕ чăвашла калаçатăп, чăваш чĕлхине юрататăп хэштегсемпе вырнаçтарчĕç. Кашни ачах пултаруллă, чăваш сăвви янăранине илтсен чун савăнать. Хăнăхнă йăласене малалла та манас марччĕ, вĕсене кĕçĕннисене вĕрентсе хăварасчĕ.
Çак акцирен эпир те айккине юлмарăмăр. Сĕтел хушшине ларса чăваш диктантне пур йышпа çыртăмăр.
ç «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие Матросовсем çемйипех хутшăннă. Алинăпа Алексей ачисене мĕн пĕчĕкрен чăвашлăха юратма вĕрентсе ÿстереççĕ. Çавна май çак кун та вĕсем ачисемпе — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Аньăпа, Таньăпа, Лидăпа, Аринăпа, Кольăпа сĕтел хушшине ларса диктант çырнă, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Республикăра, районта çемйипех диктант çыракансем пур-ши? Питĕ сахал пуль. Пирĕн районта вара маттурсем пур-ха.
ç Нĕркеç ялĕнче пурăнакан тăхлачсем: Лидия Ивановăпа Христиния Индюкова та çулĕсене пăхмасăрах çак кун диктант çырнă. Çак ĕçе вĕсем кăçал çеç мар, кашни çулах пурнăçлаççĕ. Лидия Ивановна — Нĕркеç вăтам шкулĕн педагог-ветеранĕ. Вăл — 40 çула яхăн çак ĕçре тăрăшнă, унăн хĕрĕ Светлана Индюкова та амăшĕн çулĕпе утнă. Вăл Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ.
А.МАТРОСОВА.