Воскресенье, 5 мая

Лабораторире чи пахалăхлă вăрлăх çитĕнтереççĕ

Лабораторире чи пахалăхлă вăрлăх çитĕнтереççĕ

«Слава картофелю» компанисен ушкăнĕн çĕрулмине микроклоналлă мелпе йышлăлантаракан лабораторине 2017 çулта уçнă. Теплицăсене 2019 çулта тума пуçланă, кăçал вĕсене туса пĕтерсе хута яма планлаççĕ. Лабораторире хамăр çĕршыври «Гулливер», «Метеор», «Самба» сортсем тата ют çĕршывран илсе килнĕ «Ред Скарлетт», «Ривьера» сортсем çитĕнеççĕ. «Слава картофелю» компанисен ушкăнĕ çĕрулми сорчĕсен вăрлăхĕсене тăвассин тата селекцине аталантарассин федераллă наукăпа техника программине хутшăнса çак ĕçе пикеннĕ.
Çĕрулми пирĕн халăхăн пурнăçĕнче яланах пысăк вырăн йышăннă. Çавăнпах ĕнтĕ чăвашсем ăна хисеплесе, пысăк вырăна хурса «иккĕмĕш çăкăр» теççĕ. Çак тымарçимĕçе кашни çемье çитĕнтерет, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем те ăна кашни çулах лартса ÿстереççĕ. «Слава картофелю» компанисен ушкăнĕнче вара çĕрулми — тĕп вырăнта. Кунта ăна ытти хуçалăхри пек хирте çитĕнтереççĕ çеç мар, ятарлă селекци лабораторийĕнче чи пахалăхлă вăрлăха туса илес енĕпе те ĕçлеççĕ.
Йăлмахва ялĕнче вырнаçнă çĕрулмине микроклоналлă мелпе йышлăлантаракан лабораторие пырса кĕрсенех кунти тасалăх куç умне тухать. Кашни ĕçлекен ĕçе пырсанах çăвăнать, тумне улăштарать, дезинфекци тăвать. Çакă миниÿсентăрансемпе ĕçленĕ чухне таврара стериллĕ условисем пулмаллипе çыхăннă. Унсăрăн ÿсентăрансене сиенлетме пулать.
Лаборатори темиçе пайран тăрать. Ятарлă пÿлĕмре пробиркăсене çăваççĕ, темиçе хутчен те чÿхеççĕ, 180—200 градус таран вĕрилентерекен автоклавра 2 сехет тытса стерилизацилеççĕ. Кайран пробиркăсен ăшне желе евĕрлĕ хутăш хураççĕ. Çавăн çинче миниÿсентăрансем çитĕнеççĕ те ĕнтĕ. Пробиркăсене штативсем çине вырнаçтарса тепĕр пÿлĕме куçараççĕ. Тепĕр 30—35 кунран пробиркăсенчи ÿсентăрансене кăларса сапанлаççĕ /черенковани/. Çак ĕçе ятарлă ламинар боксĕнче пурнăçлаççĕ. Унта уйрăмах стериллĕ условисем пулмалла. Ятарлă системăсем çак пÿлĕмри микроклимата пĕр шайра тытса пыраççĕ, кирлĕ пек сывлăш çаврăнăшне йĕркелеççĕ. Сапанланă хыççăн миниÿсентăрансене уйрăм пробиркăсем çине лартса тухса фитотрона куçараççĕ.
Фитотронра ÿсентăрансене çитĕнме пур услови те туса панă. Ятарлă системăсем кунта кăнтăрла 20 градус, çĕрле 18 градус температура тытса пыраççĕ. «Ÿсентăрансене лайăх çитĕнме 16 сехет çутă, 8 сехет тĕттĕм вăхăт кирлĕ. Урамра ăшă чухне фитотрон ытлашши ăшăнса кайма пултарать. Кун пек чухне ăна сивĕтсех тăмалла. Ĕçленĕ май эпир çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çитрĕмĕр: пирĕн çутă кун чухне — ÿсентăрансене тĕттĕм вăхăт, пирĕн каç чухне — ÿсентăрансене çутă кун йĕркелесе парсан аванрах. Çакă фитотрона сивĕтмелли энергие перекетлеме пулăшать. Лаборатори ĕçĕ урамри çанталăкран килмест, кунта хăйне евĕр тĕнче», — палăртрĕ «Слава картофелю» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Идиатуллин.
Хальлĕхе лабораторире 27 пин миниÿсентăран, тепĕр хут сапанланă хыççăн вĕсен шучĕ 85 пине çитмелле. Çавна май лабораторире ĕçлекенсем валли яваплă тапхăр çывхарать. Çакна Светлана Павлова, Евгения Албутова, Надежда Максимова, Ольга Васильева лаборантсем лайăх ăнланаççĕ. Вĕсен ĕçне лаборатори заведующийĕ Ирина Архипова йĕркелесе пырать.
Лабораторире çитĕннĕ миниÿсентăрансене июль варринче урăх условисене куçарса лартма палăртнă. Вĕсенчен 60 пинĕшне «Слава картофелю» компанисен ушкăнĕн Елчĕк районĕнчи Кÿлпуç ялĕнче вырнаçнă хирти туннельсене, тепĕр 24 пинне Йăлмахва ялĕнче хăпартакан теплицăсене лартма планлаççĕ. Сăмах май, кунта пурĕ виçĕ теплица пулать. Вĕсенче ятарлă микроклимата тытса пыракан автоматизациленĕ тытăмсем ĕçлĕç. Çапла вара кирлĕ пек температура, нÿрĕк хăйсемех йĕркеленсе пырĕç. Унсăр пуçне шăрăхра карăсем хăйсем тĕллĕнех хупăнĕç, пăспа сивĕтекен тата çумăр пек сирпĕтекен ятарлă тытăм ĕçлĕ. Çавăн пекех ÿсентăрансем çитĕнекен 24 пин савăта вăхăтран вăхăт кирлĕ япаласемпе пуянлатнă тутлăхлă хутăш пырса тăрĕ. Кăçалхи октябрь вĕçĕнче çак теплицăсенче пĕрремĕш тухăç илме планлаççĕ. Малашне вара пĕр сезонра икĕ хутчен тухăç илме те май пулĕ.
«Кăçал йăлтах палăртнă пек пурнăçлайсан, тепĕр çул пирĕн çак миниулмасенчен уйри пĕрремĕш ăру çитĕнмелле. 2022 çулта пирĕн — суперсуперэлита, 2023 çулта — суперэлита, 2024 çулта — элита вăрлăх пулĕ. 2025 çулта вара эпир çак вăрлăхран пĕрремĕш репродукциллĕ çĕрулми туса илĕпĕр», — паллаштарать малашнехи плансемпе Рамиль Хасиятуллович.
Мал ĕмĕтлĕ, çанă усса ларма хăнăхман, çĕнĕлĕхсемпе усă курма хăраман ĕçченсене ăнăçу сунатăп. Палăртни пурнăçа кĕтĕр, тăрăшнине кура çакăн пек кăткăс та йывăр ĕçĕн кăтартăвĕсем малашне савăнтарсах тăччăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *