Пятница, 26 апреля

Тăван чĕлхе — ĕмĕрлĕхех

Тăван чĕлхе — ĕмĕрлĕхех

Шăматкун, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Ăна 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Кашни халăхăн пĕлтерĕшлĕ палли — тăван чĕлхе, вăл халăхăн культурине упраса пыма, малалла аталантарма пулăшать. Чăваш Республики нумай нациллĕ регион шутланать. Кунта икĕ патшалăх чĕлхи: вырăс тата чăваш чĕлхи. 2010 çулта ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çак вăхăтра республикăра 115 национальноç çынни пурăннă, çав шутра 68 проценчĕ — чăвашсем, 27 проценчĕ — вырăссем, 3 проценчĕ — тутарсем. Раççейре, çырав тăрăх, 1,44 миллион чăваша шута илнĕ. Чăваш Республикисĕр пуçне чăвашсем Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновск, Самар, Тюмень облаçĕсенче пурăнаççĕ.
2010 çулта республикăра чăвашла пĕлекен 684 пин çын пулнă. Унтанпа, паллах, чылай япала улшăнма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ кăтартусем Пĕтĕм Раççейри черетлĕ çырав хыççăн паллă пулĕç.
Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2020» акци апрелĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре пуçланать. Апрелĕн 20-мĕшĕнчен районти шкулсенче Чăваш чĕлхи эрни пырать. Пур мероприяти те дистанци мелĕпе иртет. Асăннă эрнене ирттерме районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем шкулсенче мероприятисен планне туса хатĕрленĕ.
Çĕршыв шайĕнче те наци чĕлхисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думин Конституцийĕн нумай чĕлхелĕхпе çыхăннă пайне, улшăнусем кĕртесси çин-чен калакан саккун проектне, тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Çĕршыв территорийĕнче вырăс чĕлхипе усă курмалла тесе йышăннă, çапах та республикăсене наци чĕлхисене патшалăх чĕлхи тесе йышăнма ирĕк панă.
Тăван чĕлхе иртнине, хальхине тата пулассине пĕр тĕвве пĕрлештерет, халăх ăс-тăнне, йăли-йĕркине упрать. Несĕлсен чĕлхине упрасчĕ, пулас ăрусем валли те сыхласа хăварма тăрăшасчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *