Пятница, 26 апреля

Çутă ĕмĕтсене вăрçă татнă

Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 75 çул çитрĕ. Хальхи вăхăтра ялсенче хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветеран-салтаксем юлмарĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе пĕрле пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă тапхăр та хыçа юлать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансассăн Аслă Çĕрпÿел ял хутлăхĕнчен кашни килтен тенĕ пекех тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Чи хăрушши — тăван киле каялла çаврăнса çитейменни. Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Григорьевсен çемйине те 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçă нумай хуйхă, асап илсе килнĕ. Тăванĕсем сыхласа хăварнă паттăрăн чуна пырса тивекен, киле çитеймен çырăвĕсене хумханмасăр ниепле те вулаймастăн. Манăн сире 1909 çулта кун çути курнă Филипп Григорьевич Григорьев шăпипе паллаштарас килет.
Филипп Григорьевич хресчен çемйинче çуралнă, çемьере асли пулнă, çавăнпа та ашшĕ-амăшне пур ĕçре те пулăшса тăнă, çамрăкранах çĕр çинче ĕçлесе пиçĕхнĕ. Ялти чипер хĕрпе Ирина Ивановăпа паллашса çемье çавăрнă. Ылханлă вăрçă пĕтĕм пурнăçа аркатать, тепĕр майлă çавăрать. Çутă ĕмĕтсем самантрах вăрçă тĕтĕмĕпе хупланаççĕ.
Филипп Григорьевич вăрçа тухса кайнă чухне çемьере Елизаветăпа Полина пĕри тепринчен пĕчĕк ачасем пулнă. Виссарион вара çуралайман та. Чунтан татăлса йĕрекен мăшăрне лăплантарма тăрăшать çемье пуçĕ, хаяр тăшмана часах çĕнтерсе каялла таврăнма шантарать. Ачи-пăчине тăрантарасси, тумлантарасси çинчен çĕрĕн-кунĕн шухăшлакан хĕрарăм çине тиенет пĕтĕм йывăрлăх. Мĕн тăвăн, пепкисене мĕнле те пулин ÿстермеллех.
Филипп Григорьевич Пĕрремĕш Украина фронтне лекет. Вăрçă тискерлĕхĕ чуна пиçĕхтерет, çирĕплетет. Килтен килекен çырусем вара чуна ăшăтаççĕ: вĕсен кил тĕпкĕчĕ — ывăл çуралнă. Çĕр çинче савăнăçпа хурлăх пĕрле çÿреççĕ тени тĕрĕсех çав. Пĕр хаяр çапăçура Филипп Григорьев паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Ултă уйăхри Виссарион, вун иккĕри Елизавета, тăваттăри Полина амăшĕсĕр тăрса юлаççĕ.
Çапăçусенче аманса Çĕрпÿел çамрăкĕ госпитале лекет. Унтан сывалса тухсан — каллех фронта. Паттăр салтак хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать. Тăван çĕршывăн хулисемпе вуншар ялне, Украинăна ирĕке кăларса вăл Хĕвеланăçĕнчи çĕршывсене те фашизмран тасатас ĕçе хутшăнать. Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илме ĕмĕтленет вăл. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Польшăри Витячий салишĕн пынă хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех пуçне хурать паттăр салтак. Унăн вилтăприне кунти халăх тирпейлесе тăрать, тăванĕ вырăнне хурса хисеплĕн пуç таять. Вилнĕ хыççăн Филипп Григорьевич Григорьева Аслă Отечественнăй вăрçăн 2 степеньлĕ орденĕпе наградăланă.
Филипп Григорьевичăн мăнукĕ Надежда Виссарионовна мана сарăхнă çыру тыттарчĕ. Ăна çыраканĕ — Ф.Григорьевпа вăрçăра пĕрле çапăçнă Ростов облаçĕнчи Макеевка хулинче пурăннă юлташĕ /чăваш/ К.А.Ветеринаров.
«Филипп Григорьевпа эпир вăрçăн малтанхи кунĕсенчех паллашрăмăр. Мухтанмастчĕ, хăйне питĕ сăпайлă тытатчĕ. Çемйине питĕ юрататчĕ. Коммунист пулнă май, мана та партине кĕме сĕнÿ пачĕ. Старшинана салтаксем çеç мар, офицерсем те тăрăшулăхĕшĕн хисеплетчĕç».
Чĕррисен пурăнмаллах… Хăр тăлăха тăрса юлнă ачасемшĕн пĕртен-пĕр шанчăк сĕм суккăр асламăшĕ пулса тăрать. Вăл та нумаях пурăнаймасть. Ун хыççăн пĕтĕм йывăрлăх 15 çулхи Лисса çине тиенет. Çитĕннисемпе тан колхоз ĕçĕнче вăй хума тивнĕ унăн. Сиввине те, ăшшине те пĕрле тÿснĕ. Çамрăк хĕр илĕм-тилĕм тăрса çăкăр пĕçерет, пĕчĕк йăмăкĕпе шăллĕ валли апат хатĕрлет, унтан фермăна чупать. Ăнланать Лисса, ачасемшĕн çепĕç анне те, çирĕп кăмăллă атте те пулмалла. Нимĕнле йывăрлăха та парăнман, нимĕнле хĕн-асапра та пуçне усман вăл. Тăван çĕршыв умĕнче паттăрлăх, чăтăмлăх, çирĕп кăмăл кăтартнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕ тыл ĕçченĕн наградăсем нумай. Лисса аппа пурнăçран уйрăлса кайни чылай çул иртсен те, вĕсене унăн шăллĕ Виссарион Филиппович Григорьев чыслăн упрать.
Виссарион Филиппович Григорьев ашшĕне те, амăшне те ас тумасть, мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿсеймен. Вăрçă хыççăнхи çулсем темле йывăр пулсан та, яш вĕренмеллине лайăх ăнланать. Кăштах укçа тăвас тесе тимĕрçĕ лаççинче ĕçлет. Пултаруллă çамрăка часах «Красный Октябрь» колхозăн комсомол организацине ертсе пыма шанаççĕ. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе парти шкулĕнче, ял хуçалăх институтĕнче вĕренет. Чылай çул ял Совет председателĕнче вăй хурать Виссарион Филиппович. Тăрăшуллă ĕçĕпе ял çыннисенчен нумай ырă сăмаха тивĕçет. Хисеп грамотисем Тав хучĕсем питĕ нумай унăн.
Мăшăрĕпе, Роза Васильевнăпа, алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакĕпе 52 çул пĕрле утаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса кун çути парнеленĕ. Юратура, килĕшÿре çитĕнтерсе тĕрĕс воспитани панă вĕсене. 9 мăнукне те çавăн пекех ÿстерме вĕрентеççĕ. » Атте-анне ачашланине, ăс вĕрентнине курма пÿрмен пулсан та пурнăç çулĕ тăрăх тÿрĕ чунпа утрăм», — тет ватă çын. Çамрăклах вăрçă йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме тив-нĕскерсен кашни сăмахĕ паян ылтăн вырăнĕнче. Вĕсем тÿссе ирттернине çамрăк ăрăвăн курмалла ан пултăрччĕ.
Вăрçăра пуçĕсене хунисене, унтан таврăнсан пурнăçран уйрăлнисене, тăлăха юлнă салтак арă-мĕсене, тыл ĕçченĕсене пирĕн асра тытасчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ вăл — пысăк уяв, çав вăхăтрах Астăвăм кунĕ те.

В.ЕФИМОВА.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *