Салтакăн тăванĕсене шыраççĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет пулин те, çак тапхăр нумай çын пурнăçĕнче пысăк йĕр хăварнă.

Чылайăшĕ паянхи кунчченех çывăх тăванĕсем ăçта иккенне, паттăр салтаксем ăçта пуç хунине, вĕсен вил тăприйĕсем ăçтине тĕпчет. Хаяр вăрçă кашни çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Мĕн чухлĕ материал алă витĕр тухать, кашниех тăванне аса илет, пĕлнине çырса кăтартать.
Акă, нумаях пулмасть хаçат редакцине Донбассра пурăнакан пĕр çын килсе кайрĕ. Вăл Иван Ильич Сятминăн тăванĕсене шырать. Тĕрĕсрех çырсассăн, Иван Ильичăн çывăх çыннисемпе Анжела Сятмина паллашасшăн. Иван Ильич Сятмин салтак пирки вара вĕсен алăра кĕске истори çеç пур. Иван Ильич 1920 çулта çурални, вăл 1939 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çара кайни тата салтак хыпарсăр çухални паллă. Çавăнпа та вĕсем унăн тăванĕсене тупасшăн.
Эпир те хисеплĕ вулакансенчен пулăшу ыйтатпăр. Кам та кам Иван Ильич Сятмин пирки пĕлет е унăн тăванĕсене паллать — пире пĕлтерме ыйтатпăр. Эпир пĕрле çынсене пулăшăпăр, ырă ĕç тăвăпăр.

А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *