Чунра патриотлăх туйăмĕ пултăр

Чунра патриотлăх туйăмĕ пултăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптаннă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейлĕ çулталăкĕнче пурин чĕринче те мăнаçлăхпа мухтав туйăмĕ хĕрÿллĕ: кашниех çĕнтерÿçĕ-ăрăва паянхи тăнăç пурнăçшăн тав туса пуçне таять.
Нĕркеçри Çĕнĕкас урамĕнче çарран чупнă вăхăтри ачалăха аса илес пулсан, куç умне хапха юпи çинчи пĕчĕк хĕрлĕ çăлтăрсем тухса тăраççĕ. Иккĕччĕ вĕсем.
— Анне, мĕне пĕлтереççĕ çак çăлтăрсем? Пĕрин тата хĕрри-сем хура тĕслĕ, — ыйтнăччĕ шкула ярса пуснă малтанхи çулсенчех.
— Пирĕн çуртран тухнă паттăрсене чысласа çапса хунă ăна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн килтен иккĕн хутшăннă, — хуравларĕ анне ун чухне.
Куç умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсем. Килте асатте уксахласа çÿрет. Мăн сухаллăскер ăна якатса илет. Кĕпи çинчен яланах пиçиххи çыхать. Каç енне сулахай урине çыхнă тутăра салтса илет те тÿрленмен суранран пÿр юхать.
— Аслаçу вăрçăран аманса таврăннă, — каллех ăнлантарать анне асаттен суранне çыхма пулăшса.
Эпĕ пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне, 1972 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче, асатте куçне хупрĕ.
Кăшт маларах кăна ачисене хăйĕн йĕри-тавра пухса пехиллерĕ вăл. Чунĕ тухасса сиснĕ-тĕр. Асатте тупăкра выртни, ăна юлашки çула ăсатни те асрах. Тупăка пире выляма панă медальсене те чиксе ячĕç. Йăли çапла пулнă-тăр.
Халĕ шухăшлатăп та, Нĕркеç ялĕнче 1900 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче кун çути курнă Владимир Васильевич Смирнов Тăван çĕршывăн Аслă вăр- çинче ăçта çапăçнă; Мĕнле çарта;
Ун çинчен кăштах та пулин пĕлес тесе «Память народа» информаци проекчĕпе кăсăклантăм. Килте фронтран янă пĕр сăнÿкерчĕк те çук. Сайтра асаттен хушамачĕпе ятне, ашшĕ ятне тата çуралнă çулне çыртăм та ăна шырама тытăнтăм. Часах пĕр пек хушаматлă çынсем вуншарăн сиксе тухрĕç. Эпĕ хамăрăн адреспа пурăннă çынна тупрăмах. В.В.Смирнов рядовой службăна 1942 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче кайнă. Учет карточки çинче вăл колхозник пулнине, 4 класс пĕтернине тата мăшăрĕ Анастасия Степановна пулнине, пилĕк ачаллине те палăртнă. Çара кайиччен «Шмид» колхозăн колхозникĕ пулни те паллă.
Унтан унăн наградăсем пуррипе çукки интереслентерчĕ. Вулатăп: «Красноармеец Смирнов Владимир Васильевич являясь стрелком 1297 стрел. полка Западного фронта в боях за город Смоленск 13 августа 1942 года был тяжело ранен пулей в левую ногу с повреждением кости». Кунтах ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль пани те курăнчĕ. Çавăн пекех «Паттăрлăхшăн» медаль илме тăратнă документ та пур.
Асаттен пĕртен-пĕр хĕрĕ Ольга Думилина пĕлтернĕ тăрăх, вăрçăран аманса таврăннă ашшĕ килне икĕ костыльпе пырса кĕнĕ.
— Атте килнĕ, атте килнĕ, — тесе кăшкăрчĕ Зинон тете. — Унтан тăвансем пирĕн пата пуçтарăнса калаçса ларчĕç.
Фронта кайиччен те, ун хыççăн та Тимĕр /çапла чĕннĕ ăна ялта/ колхозра аслă конюх пулса ĕçленĕ.
— Хальхи пек машинăсемпе çÿремен районти пуçлăхсем. Атте «Лесок» кăвак лашапа пуçлăхсене района леçетчĕ. Питĕ лайăх пăхатчĕ вăл лашисене, — пĕлтерет 84 çула çывхарса пыракан Ольга Владимировна.
Сăмах май каласан, ÿссе çитĕннĕ пилĕк пĕр тăванран халĕ ырă та сывă пĕртен-пĕр хĕрĕ çеç пурăнать.
Владимир Васильевичпа Анастасия Степановнăн пилĕк ачи ÿссе çитĕннĕ. Виççĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Асанне 51 çултах çĕре кĕнĕрен ывăлĕсемпе хĕрне ашшĕ авлантарнă, качча панă. Эпир, асаттен 16 мăнукĕ, вăл вĕлле хур-чĕсем нумай тытнине ялан аса илетпĕр. Пирĕн килте чĕресĕ-чĕресĕпе пыл ларатчĕ. Шел, Тимĕркке йăхĕ вĕлле хурчĕсенчен татăлчĕ. Эпир, тĕп килте пурăннă кĕçĕн ывăлĕн, Алюшăн ачисем, кĕçĕнрех пулнă та, иртнине лайăх астумастпăр. Аттепе анне ĕçе тухса кайсан пире пăхасси асатте çинче пулнă ĕнтĕ.
Сайт тăрăх асаттен кун-çулне кăштах та пулин пĕлни савăнтарчĕ. Унăн аслă ывăлĕ Василий хыпарсăр çухалнă тенине илтнĕччĕ эпир, паллах.
— Вăрçă хыççăн атте темиçе хутчен те шыраттарса ячĕ. Уçăмлă çыру илеймерĕмĕр, — аса илÿ ытамне путрĕ Ульха аппа. Вăлах пиччĕшĕн сăнÿкерчĕкне тупса пачĕ.
Каллех шырав ĕçне пуçăнтăм. 1923 çулта çуралнă Василий Смирнова шыраса вăхăт нумай ирттерме тивмерĕ. «Мемориал» электронлă архивра тÿрех унăн хушамачĕ тухрĕ.
— Çĕрле повестка панă ăна. Тăвансем ăна ăсатма мунча хутса ячĕç. Сĕтел хушшинче юрласа ларнине, йĕнине астăватăп. Пире, Зинона, Куляна, мана тата иккĕри Алюша йăтса илчĕ те: «Пысăк пулăр», — тесе ыталаса хăварчĕ, — тет Ольга Владимировна.
Ялти шкула пĕтерсен мал ĕмĕтлĕ Васили пичче Туçа шкулĕнче вĕреннĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе çÿренĕ. Архив тăрăх, 18 çулхи каччă Комсомольскинчи çар комиссариачĕ урлă 1941 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче çар ретне тăни паллă. Çар званийĕ — лейтенант. Юлашкинчен миномет батальонĕн 22-мĕш гварди стрелоксен полкĕнче нимĕçсемпе çапăçнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче Ленинградшăн пынă çапăçу хирĕнче вăл хыпарсăр çухалнă. Василий Владимирович Смирновăн ятне Чăваш Республикин «Астăвăм» кĕнекин виççĕмĕш томне кĕртнĕ.
Нĕркеç ялĕн варринче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса лартнă палăк çинче аттен пиччĕшĕн ячĕ те пур. Ял-йыш манмасть паттăрсене.
Нĕркеç ялĕнчен 260 çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен 120-шĕ тăван килне таврăнайман. Паян вара ялта пĕр ветеран та çук.
Çавăнпа та хамăрăн асатте-кукаçисене, пиччесене аса илсе /ĕлĕкхи ырă йăлана пăрахăçламасăр/ хапха çине хĕрлĕ çăлтăрсем çапса хурсан аван мар-и? Çĕнтерÿ кунĕнче «Вилĕмсĕр полка» хутшăнса ялти палăк умĕнче мухтавлă тăванăмăрсен портречĕсене йăтса тăрсан пĕтĕм тĕнчене фашизм чуралăхĕнчен çăлса хăварнă паттăр салтакăн сăнарĕ ял халăхĕн чĕринче упранатех. Пирĕн ачасемпе мăнуксем мăн аслашшĕсемпе кукашшĕсен ячĕсене пĕлсе тăни, вĕсен портречĕсене çÿле çĕклесе урам тăрăх патваррăн утни мăнаçлăх туйăмĕ çурататех. Çакна тума йывăр та мар, чунра патриот туйăмĕ кăна хуçалантăр.
В.СМИРНОВА /КИРИЛЛОВА/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *