Суббота, 27 апреля

Вăрлăх суйлама пĕлмелле

Вăрлăх суйлама пĕлмелле

Вăрлăх сутакан лавккасенче халĕ çын татăлмасть. Пахча ĕçĕсем пуçланасси çывхарсах пырать. Вăрлăхĕ суйламалăх, чăнах та, пур. Анчах пĕрне тытса пăхан, теприне… Хутаçĕ — хитре, вăрлăхĕ мĕнле-ши, шăтса тухĕ-ши; Иккĕленÿ сăлтавсăр çуралмасть.
Акă Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи специалисчĕсем кăçалхи тĕрĕслевсенче Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне /Госреестр/ кĕртмен вăрлăх сорчĕсене асăрханă. Сăмахран, «Новинка сезона», «Фотон», «Пекинский вкусный», «Топаз» — хăяр, «Мо» тата «Флакке» — кишĕр, «Гигант Новикова», «Золотой бык», «Сахарная слива», «Ямал» ятлă томат сорчĕсене тата ытти те.
Госреестра кĕртменни — пĕрре, кунсăр пуçне кăçал вăрлăх хутаççисенче сăтăрçă-курăксен вăррисене тупса палăртнă. Канаш хулинче сутнă хĕвелçаврăнăшри амбрози шăтса тухса вăй илме пултарнине çирĕплетнĕ лабораторире. Амбрози, чăн та, питĕ хăвăрт сарăлакан çум курăк. Пахчаçă лартнă ÿсентăран, пахча-çимĕç вăйне тата нÿрĕклĕхе туртса илет. Аллергипе аптăракансемшĕн уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратать. Çав партие Саратов облаçĕнчен илсе килнĕ.
Кишĕр вăрлăхĕн хутаççинче вара пурçăн /повилика/ пулнă. Мускавран илсе килнĕ вăрлăх хутаççисене тĕп тума тивнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, управленин аслă патшалăх инспекторĕ Валентина Никитина каланă тăрăх, вăрлăх сутас енĕпе йĕркене пăсасси чакса пырать. Çапах çÿлерех асăннă тĕслĕхсемсĕр пуçне, вăрлăха унăн шăтаслăхне тата сортне çирĕплетекен документсемсĕрех сутнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. Калăпăр, Канаш хулинче пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксен вăррисен тĕлĕшпе асăннă документсем пулман.
Раççей саккунĕсем тăрăх, пусăм тусах калать Валентина Владимировна, Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне /Госреестр/ кĕртнĕ вăрлăхсене кăна сутма ирĕк пур. Ют çĕршывран илсе килекен вăрлăха та пырса тивет ку йĕрке. Сăмах май, Чăваш Республикине пĕлтĕр ют çĕршывсенчен 22 тонна вăрлăх кÿрсе килнĕ, пĕтĕмпе — 11 парти.
Чикĕ леш енчен пĕлтĕр 62010 штук улма-çырла тĕммисене те илсе килнĕ. Вĕсен сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетнĕ темелле — кирлĕ документсем алра пулнă.
Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр Чăваш Енре 189394 тĕмĕ тĕрĕсленĕ инспекторсем. Çав шутран 6748-шĕ тĕлĕшпе документ пулман.
Документсенче суя информаци те тĕл пулкалать. Пахалăх докуменчĕсенчи даннăйсен тĕрĕслĕхне пĕлес тĕллевпе 105 партирен /142 тонна/ проба илсе тĕпчеттернĕ те — 13 парти вăрлăх тасалăх енĕпе тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ лаборатори ĕçченĕсем.
Вăрлăха ген хушса çĕнетнине /ГМО/ те лабораторисенче тĕпчеççĕ. Пĕтĕмпе 168 проба тĕпчев витĕр тухнă. Телее, Чăваш Енрен янă вăрлăхра ген хушса çĕнетнĕ организмсем пулман.
Специалистсем сĕнеççĕ:
Вăрлăха ятарлă лавккасенче туянмалли каламасăрах паллă.
Сутуçăсен темиçе документ пулмалла: Пахалăх сертификачĕ /Сертификат соответствия/ е свидетельстви, Фитосанитари сертификачĕ /Фитосанитарный сертификат/.
Çав документсем çинче культура ятне, унăн сортне, парти номерне, туса кăларакана тата унăн адресне, ытти информацие кăтартаççĕ.
Фитосанитари сертификачĕ тата вăрлăх пакечĕсем çинче çырнă информаци пĕр пек пулмалла. Пĕр килменни — иккĕленÿллĕ.
Вăрлăх хутаççисем çинчи информацие те тĕплĕн вулăр. Унта туса кăларакана тата унăн адресне, телефонне; культура, сорт ятне, стандарт паллине /ТУ/, парти номерне; йывăрăшне /грамм/ е шутне; усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартмалла.
Сортсене Госреестрта регистрациленипе кăсăкланни те пăсмĕ: интернетри адресĕ — www.gossort.com.
Çавăн пекех вырăнти условисене хăнăхса çитнĕ сортсене суйласа илни шанчăклăрах теççĕ специалистсем.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *