Пятница, 19 апреля

Амăшĕн çулĕпе утнă

Тĕп хулари ача-пăча 2-мĕш больницинче çамрăксене ĕçе явăçтарас енĕпе тăрăшаççĕ. Кадр ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе больница И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Çавăнпах тĕллевлĕ интернатура тата ординатура йĕркелеççĕ.
— Çамрăксене явăçтарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлени çимĕçне кÿрет, — палăртать больницăн тĕп врачĕ Наталия Малова. — Ачасен инфекци больницин йĕрки «Васкавлă пулăшу» майлах. Çавăнпа та пултаруллă анестезиолог-реаниматологсем пире сывлăш пекех кирлĕ. Коллектив Екатерина Зверевăна кăмăлласа йышăнчĕ. Вăл университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Халĕ ĕç вăрттăнлăхĕсене опытлă врачсенчен хăнăхса пырать.
Ыратнипе кĕрешесси пархатарлă ĕç пулнине Авалхи Римрах лайăх ăнланнă. Сиплев тытăмĕнче анестезиолог-реаниматолог хăйне май вырăн йышăнать — вăл ыратнине те ирттерет, пурнăçа та çăлать.
— Пирĕн ĕçре медицинăна кăна мар, физика, хими саккунĕсене пĕлни те питĕ кирлĕ, — тет больницăн реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Капитонова. — Унсăрăн çак профессие суйламалла та мар. Анестезиолог-реаниматологăн пушă вăхăт, канмалли кун, уявсем çинчен кăна мар, тепĕр чухне хăйĕн сывлăхĕ çинчен те манма тивет. Çын пурнăçне çăлнипе танлаштарсан çакă — вак-тĕвек кăна.
Анестезиолог-реаниматологăн медицинăна йăлт пĕлнисĕр пуçне хăвăрт тата тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелле. Унăн сапер пекех, йăнăшма ирĕк çук.
Çапах та сывлăх хуралĕнче пĕрремĕш утăмсем тăвакан çамрăк специалист мĕншĕн шăпах çак профессие суйласа илнĕ-ха? 
— Маншăн медицина мĕн ачаран çывăх! — пĕр тăхтаса тăмасăр хуравлать Екатерина Николаевна. — Эпĕ Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Анне Лариса Геннадьевна фельдшерта ĕçлетчĕ, çывăхри тăватă ял çыннисене сиплетчĕ. «Ĕç вăхăчĕ» ăнлав çукчĕ уншăн — çынсем ун патне пулăшу ыйтма кăнтăрла та, çĕрле те пыратчĕç. Пĕчĕк ыйтусемпе кăна мар, пысăк инкек сиксе тухсан та ун патне васкатчĕç. Калăпăр, пĕрин юн юхма чарăнмасть, теприн шок, виççĕмĕшĕ çул çинче инкеке лекнĕ… Анне май килнĕ таран пурне те пулăшатчĕ. Эпĕ вăл ĕçленине сăнама юрататтăм. Çывăх çыннăм лару-тăрăва питĕ хăвăрт хак паратчĕ, пулăшу ыйтма пынисемшĕн мĕнле меслет юрăхлине туххăмрах палăртатчĕ. Кайран ăна çынсем чунран тав туни — уйрăм калаçу. Çакна курма питĕ кăмăллăччĕ.
Çапах та анне ман сывлăхпа çыхăннă истори каласа кăтартни — чи асра юлни. Ахăртнех, çакă та медицина енĕпе пĕлÿ илме хĕтĕртнĕ мана… Тĕрĕссипе, çакăн евĕр калаçу аннепе иксĕмĕр хушăмăрта тăтăшах пулса иртетчĕ. «Сана, хĕрĕм, реанимаци уйрăмĕнче çăлса хăварчĕç», — темиçе хутчен те каланăччĕ вăл мана.
Халĕ, çулсем иртнĕ майăн, çакна пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илтĕм — мана хавхалантараканни шăпах анне пулнă. Вăл çынсене пулăшас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлени мана та профессие суйлама пулăшрĕ. Тĕрĕсрех, эпĕ ăна суйламан та, анне çулĕпе утнă кăна.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *