«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

Мартăн 4-мĕшĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçу йĕркеленĕ. Унта шăпах Пĕтĕм Раççейри ырă кăмăллăх фончĕн «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» регионти уйрăмĕн проекчĕ пурнăçа кĕме пуçлани пирки пĕлтернĕ. Ыр кăмăллăх марафонĕ Чăваш Енре 1995 çулта пурнăçа кĕме пуçланă.
Унăн тĕллевĕ — сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене, сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксене пулăшасси тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртесси.
Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕ нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшусем пама тăкакланĕ, çамрăк, пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарма уйăрасси те куçкĕретех.
Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать — «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е 8/8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçа-тенкĕне марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»
ИНН 2128005408 КПП213001001
Р/с 40703810075220160067
в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары
БИК 049706609,
кор/с 30101810300000000609.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *