Четверг, 25 апреля

Ял ипотеки пурнăçа кĕрет

Ял ипотеки пурнăçа кĕрет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ял ипотекин ставкине 0,1 процента çитерме чĕнсе каланă. Кун пирки вăл республикăн агропромышленноç комплексĕпе, апат-çимĕç рынокĕн конъюктурин улшăнăвĕсене мониторинглассипе, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Кăçал «Ялти ипотека» проект пурнăçа кĕме пуçларĕ. Унăн пулăшăвĕпе кашни ял çынни те, хула çынни те — çулталăкри 3 процентран кая мар пурăнмалли çурт-йĕр туянма çăмăллăхлă ипотека илме пултарать. Олег Николаев граждансен уйрăм категорийĕсене тата çăмăлтарах условисем тăратма шутласа хуни çинчен пĕлтернĕ, ставкăна 0,1 процент таран чакарма, регионти бюджетран уйрăмлăха субсидилеме сĕннĕ. Ялта кадрсен ыйтăвне татса пама витĕм кÿресси çакă куçкĕретех. «Ял тăрăхĕсене тĕрлĕ енлĕ специалистсемпе тивĕçтермелле. Пирĕн нумай ачаллă çемьесенчен те пăрăнса иртмелле мар, вĕсене те пысăк тимлĕх уйăрассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», — тенĕ Олег Николаев.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *