Пятница, Апрель 10

Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Февраль уйăхĕнче Афганистанран совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 31 çул çитрĕ.
Çак вăрçа Тăманлă Выçли тата Вутлан ялĕсенче çуралса ÿснĕ, шкултан вĕренсе тухнă В.Самаркин, С.Чаев, В.Сорокин, В.Тумаков, В.Крылов, М.Киргизов, В.Морозов хутшăннă. Вăрçă çухатусăр пулман. Виктор Тумаков Афган çĕрĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă. Ăна çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Виктор Тăманлă Выçли шкулĕнче 1973—1981 çулсенче пĕлÿ пухнă. 8 класс хыççăн Куйбышев облаçĕнче вĕреннĕ, «Заря» колхозра трактористра ĕçленĕ. 1984 çулта çар ретне тăнă.
В.Тумаков паттăр ентеше асра тытса шкулта çулсерен волейбол турнирĕ иртет. Турнира уçнă çĕре Афган вăрçин ветеранĕсен союзĕн представителĕ Н.Белков, В.Самаркин, В.Крылов, М.Киргизов, В.Сорокин, С.Чаев çитрĕç. Вĕсем паттăр ентеш ячĕпе çакнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Турнира уçнă май шкул директорĕ Я.Н.Ильин пурне те паллă кунпа саламларĕ, афганецсене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Кăçал ăмăртăва 6 команда хутшăнчĕ. Уяв хуçисем 3 команда: шкулта вĕренекенсем, ял çамрăкĕсем тата студентсем. Кÿршĕ ялсенчен — Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекенсен, Анат Тимĕрчкасси, Çĕнĕ Мăрат ялĕсен командисем. Вăйă питĕ хĕрÿ иртрĕ. Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç, турнир кубокне çĕнсе илме тивĕçлĕ пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Тăманлă Выçли çамрăкĕсем йышăнчĕç, виççĕмĕш — Çĕнĕ Мăратри «Заря» ЯХПК команди. Кашни çулах турнир ирттерме Вутлан ялĕнче çуралса çак шкулта пĕлÿ пухнă, салтак тивĕçне 1986—1988 çулсенче Афганистанра пурнăçланă М.Киргизов пулăшать. «Слава картофелю» агрофирма та нихăçан та айккине юлмасть — кашни çулах пулăшу кÿрет. Вĕсене Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн администрацийĕ чĕререн тав тăвать.

Т.ШИНГАЛОВА,
И.ИЛЬИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code