Пятница, 19 апреля

Ăмăртура маттур

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Спортсменсем районти ăмăртусенче çеç мар, республика, Раççей шайĕнчи тупăшусенче те палăраççĕ.
Нумаях пулмасть Валерий Денисов тата Геннадий Петухов хатĕрленĕ спортсменсем Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă. Ăмăртăва çулсеренех Совет Союзĕн Геройĕ Е.Т.Воробьев ячĕпе йĕркелеççĕ. Кĕрешÿçĕсем ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăннă. Акă, Валерий Денисов воспитанникĕсем — Антон Андреев ăмăртура пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен, Евгений Давыдов 65 килограмлисем хушшинче 3-мĕш вырăнпа палăрнă. Геннадий Петухов тренер вĕренекенĕсем тупăшура 2—3-мĕш вырăнсене йышăннă. Ирина Иванова хăйĕн виçинче иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен, Анастасия Козлова, Даниил Маргиданов, Екатерина Прокопьева ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Спортсменсем Раççей шайĕнчи ăмăртура палăрма пултарни чăннипех те савăнтарать.
Г.ПЕТУХОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *