Суббота, 27 апреля

Вĕренме май пур

Вĕренме май пур

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ача виççĕ тултариччен килте ларакан амăшĕсем тата шкул çулне çитмен ачасен ĕçсĕр амăшĕсем вĕренме е квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Çавăн пекех ача виççĕ тултариччен килте ларакан хĕрарăмсен ĕç параканăн направленийĕ тăрăх професси пĕлĕвне тарăнлатма май пур. Кун пек чухне ĕç параканăн ĕçпе тивĕçтерекен центра çитсе хăйĕн патĕнче ĕçлекенсене вĕрентме килĕшÿ тумалла. Вĕренĕве дистанци мелĕпе те йĕркелеме пулать.
Хĕрарăмсем вĕренĕве мĕнле майпа йĕркелемеллине хăйсем суйлама пултараççĕ. Вĕренÿ виçĕ уйăхран ытла мар тăсăлать. Вĕренекенсене 12130 тенкĕ стипенди тÿлеççĕ.
Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак адреспа пымалла: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт. Телефон: 8/83539/5-13-79.
Е.ВОЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *