
РФ ШĔМĕн районсем хушинчи «Комсомольский» уйрăмĕ час-часах ятарлă рейдсем ирттерет. Февралĕн 21—23-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Ÿсĕр водитель» профилактика мероприятийĕ иртет.
Унăн тĕллевĕ — эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларассинчен асăрхаттарасси, çул çинче пулакан аварисен шутне чакарасси. Çак кунсенче ÇÇХПИ ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕсен водителĕсене чарса алкоголь шĕвекĕсене ăша янине тĕрĕслеççĕ.
Водительсем, асра тытăр: эрех ĕçрĕр пулсан — руль умне ларма юрамасть. Хăвăрăн тата çул çинчи ытти çынсен пурнăçне упрăр, ÿсĕрле нихăçан та çула ан тухăр.
Д.СОЛОВЬЕВ,
ÇÇХПИ инспекторĕ.