Четверг, 25 апреля

Фестиваль спорт уявне çаврăнчĕ

Февралĕн 15-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче фитнес-аэробикăн фестивалĕ иртрĕ. Ăмăртăва Канаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен командисем килсе çитрĕç. Фестиваль тĕлĕнмелле пысăк спорт уявне çаврăнчĕ. Кунта спортсменсемпе пĕрле тренерсем, ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕсем, юлташĕсем килсе çитнĕ. Ларса тăма вырăн та çук темелле.
Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Виктор Гаврилов, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова, Владимир Наумов предприниматель саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç.
Районта йĕркеленĕ фестивале 40 яхăн команда килсе çитрĕ. Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмсенче, тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçрĕç. Пĕринчен тепри маттур. 3—17 çулсенчи спортсменсем ташланине пăхса киленме чăннипех те кăмăллă пулчĕ. Пирĕн район чысне хÿтĕлекен спортсменсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. «Свит-бейби» аэробика дисциплинăра пĕрремĕш пулчĕ. «Дива-2», «Малышки», «Звездочки» командăсем пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕç. «Непоседы» ушкăн — иккĕмĕш вырăнта, «Импульс» — виççĕмĕш. Сăмах май каласассăн, ача сачĕсен шăпăрланĕсем республика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрремĕш хут çеç мар хутшăнаççĕ. Кĕçĕннисем çеç мар, аслăрах çулхисем те спортпа туслă пулнине, фитнес-аэробикăна кăмăлланине кăтартса пачĕç. Спорт уявне пуçласа пĕрремĕш хут «Фитнес-Star! Долголетие в наших руках» социаллă проект участникĕсем, районти маттур хĕрарăмсен «Победа» ушкăнĕ хутшăнчĕ. Паян вĕсем те мăнукĕсемпе пĕрле савăнчĕç.
Пĕр сăмахпа каласассăн, пурте маттур, фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кунта вара чи малтанах Мария Долгова тренерăн тÿпи пысăк. Вăл ачасемпе куллен занятисем йĕркелет, вĕсене фитнес-аэробикăна хăнăхтарать, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарать, спортпа туслаштарать.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Спортсменсене хатĕрлекен тренерсем те айккинче юлмарĕç, вĕсене — Тав хучĕсем.
— Кашни çулах спорт фестивальне ачасене спорта явăçтарас, фитнес-аэробикăна аталантарас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Унта хутшăнакансен йышĕ ÿсни, çак спорт тĕсне кăмăллакансем нумайăн пулни савăнтарать. Ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн район администрацине, «Кĕтне» ФСК коллективне, ашшĕ-амăшĕсене, В.Наумов предпринимателе чĕререн тав тăватăп, — терĕ Мария Долгова тренер.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *