Четверг, 29 февраля

ЧР Министрсен Кабинетне отставкăна янă

ЧР Министрсен Кабинетне отставкăна янă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство членĕсемпе курнăçнă май Министрсен Кабинетне отставкăна яни çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ.
Çав вăхăтрах министрсене пурне те хăйсен тивĕçĕсене малалла пурнăçлама сĕннĕ — çĕнĕ йышăнусем пуличчен, «и.о.» статуспа.
Çав «çĕнĕ йышăнусем» вăрах кĕттермĕç, республика ертÿçи вĕсем çывăх вăхăтрах пулассине çирĕплетнĕ — «вăраха ямасăр татса пама тăрăшăп». Малтан министр тивĕçĕсене пурнăçлакан кашни çынпа тивĕçлĕ консультацисем пулĕç, Олег Николаев кашнин вăл е ку должноçри шăпине вĕсем хăйсем яваплă сферăсенчи ĕçсене мĕнле йĕркеленине кура татса парĕ.
Олег Николаев Конституцие улшăнусем кĕртессин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă, умра çавăн пекех — влаçăн пĕр пĕтĕмĕшле тытăмне йĕркелессипе çыхăннă пысăк ĕç. Вăл чылай чух шăпах влаçăн регион тата муниципалитетсен шайĕнчи сыпăкĕсен чиккинче нумай ыйту çуралнине палăртнă май вĕсен ĕçне тивĕçлĕ йĕркелемелли çинчен каланă. Çавăн пекех наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн çирĕп ыйтасси пирки асăрхаттарнă. Мĕншĕн тесен ку халăх пурнăçĕн пахалăхне тÿррĕнех пырса тивет. Çынсен пурнăçĕн шайĕ вара — влаç ĕçне хакламалли тĕп индикатор.
Кĕске тĕл пулăва Олег Алексеевич пурне те ĕçшĕн тав тунипе вĕçленĕ.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *