Суббота, 20 апреля

Пуху иртрĕ

Пуху иртрĕ

Январĕн 31-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан граждансен пухăвĕ иртрĕ. Пухăва Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Илларионова уçрĕ. Вăл чи малтанах 2019 çулта туса ирттернĕ, 2020 çулта пурнăçлама палăртнă ĕçсемпе, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа йĕркелемелли мероприятисемпе паллаштарчĕ, ял тăрăхĕн пурнăçне активлă хутшăнакан граждансене тав турĕ тата ытти ыйтусене те хускатрĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ И.Лепешкина ытларах çĕр ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял çыннисене çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси ытларах канăçсăрлантарать.
Район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Х.Идиатуллин район тата «Слава картофелю» агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ И.Ананьев халăха пушар тухасран мĕнле асăрханмалли çинчен ăнлантарчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине тепĕр хутчен асăрхаттарчĕ. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ И.Белобаева пенси саккунлăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, малашне электронлă ĕç кĕнекисем вăя кĕме тытăнни çинче чарăнса тăчĕ. Районти социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕ И.Долгова çемьере пĕрремĕш тата хыççăн çуралакан ачасемшĕн тÿлекен укçан виçи пирки ăнлантарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. «МВК Экоцентр» ОООн районти представителĕ Ю.Ананьева хыт каяшсене илсе тухасси районта тата асăннă ялта епле пурнăçланни çинче чарăнса тăчĕ. Ялта пурăнакансем хушшинче уншăн тивĕçлĕн тÿлесе пыракансем те, тÿлеменнисем те пур. Тĕллев вара — хыт каяш илсе тухнăшăн кашнин тÿлемелле. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăри йĕрке сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Прохоров ултавçăсем халăха тĕрлĕ майпа улталани пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Çавăнпа та телефонпа шăнкăравлаççĕ-и, киле килеççĕ-и — ултав серепине лекмелле мар, шанмалла мар.
Граждансен пухăвне хутшăннисем ял çыннисене хумхантаракан кашни ыйту çине хуравлама тăрăшрĕç, çийĕнчех татса пама май килменнисене çитес вăхăтра хурав пама шантарчĕç.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *