Четверг, 18 апреля

Ырă çынсем хушшинче пурăннăшăн савăнать

2020 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан Нина Андреевна Голубева 90 çул тултарчĕ. Çак паллă кунпа ĕç ветеранне Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Краснов тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов саламларĕç. Александр Васильевич юбиляра РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвĕпе тата парнепе чысларĕ.
«Паян паллă кун. Сире пурнăçра нумай хĕн-хур, нуша курма тивнĕ. Ĕçре тăрăшуллă та пултаруллă пулнăшăн тав сăмахĕ калатпăр, ырлăх-сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр», — терĕ Геннадий Ефремов.
Нина Андреевна 35 çул ытла Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче техничкăра, унтан колхозра вăй хунă.
Хальхи вăхăтра вăл пĕртăванĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Нина Андреевна Турă хăйне ырă çынсем хушшинче çирĕп сывлăхпа ватлăха кĕтсе илме май панăшăн савăнать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *